14 апреля 2017 г.
Тавралăх тарăн хĕл ыйхинчен вăранса шурă юртан тасалса пĕтнĕпе пĕрех. Çĕре пиçсе çитме, çăмăллăн çеç сывласа яма, хăпарма çумăрĕ те çуса пачĕ. Çапла, ака алăкран талпăнсах кĕрет, апла пулсан техникăна уя кăларма хатĕр тăмалла. Ку енчен "Исток" агрофирмăран тĕслĕх илмелли пур. Çакна юнкун, апрелĕн 12-мĕшĕнче районта çур аки ыйтăвĕпе йĕркеленĕ семинар-канашлăва хутшăннă ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх, фермер хуçалăх ертỹçисемпе агрономсем, инженерсем хăйсем курса ĕненчĕç. Мероприятине район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов хутшăнчĕç, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пычĕ.
"Исток" çĕр ĕç фирми аран-çуран пыракан хуçалăх никĕсĕ çинче никĕсленнине паян ĕненес те килмест. Кунта кĕлетсене кĕрсен те, техника паркне кайсан та чун савăнать. Пахалăхлă вăрлăхсемпе çеç усă кураççĕ, иккĕмĕш репродукциллинчен пĕчĕкреххи çук. Тухăçăн 50 проценчĕ вăрлăхран килнине тĕпе хурса ăна çулленех çĕнетсе тăраççĕ. Çавăн пекех тыр-пула тĕрлĕ чир- чĕртен хỹтĕлесе имçамласа акаççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă ятарлă ушкăн ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ.
Пỹлме тулли пултăр тесен тăпра та пулăхлă кирлĕ. Агрофирмăра удоб- ренисем турттарса килсе хунă. Хими препарачĕпе усă курнисĕр пуçне хирсене тислĕк те тăкаççĕ. Вăл вара хуçалăхра выльăх- чĕрлĕх йышлăран çителĕк-лех.
_ Паян ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем укçа-тенкĕ çитменнипе удобренисем туянаймастпăр, теççĕ. Мĕншĕн сидератпа ĕçлемелле мар-ха? Пĕр- пĕрин опычĕпе паллашмалла, ыйтмалла, пĕлмелле, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов удобрени склачĕпе паллашнă май.
Техника паркĕнче те курмалли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Тракторсене тин çеç заводран илсе килнĕ тейĕн: юсанă, çĕнетнĕ. Кăçал çеç туяннă К-744 мăнаçлăн çеç ларать. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене те _ культиватора, тырă, сахăр кăшманĕ, куккурус акмалли тата ытти агрегатсене _ ăшă гаражра хĕллех ĕçе тухмалла тунă. Кашни хурçă "утăн" хуçи пур, çавăнпа та кадр ыйтăвĕ çук. Механизаторсемпе водительсене ятарлă тумпа тивĕçтернĕ.
Хуçалăхра акана тĕплĕн хатĕрленнĕ, анчах çакă кунта хумхантаракан ыйтусем çуккине пĕлтермест. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи культура çуртне семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пай- не пухăнсан А. Илюткин ертỹçĕ агрофирмăн пурнăçĕпе паллаштарнипе пĕрлех нумайăшне пăшăрхантаракан ыйтăва та çĕклерĕ.
_ "Исток" агрофирмăн январь уйăхĕ тĕлне сухаланакан çĕр 2610 гектар пулнă. Çĕр пайĕн хуçисем хăйсене тивĕçекен 115 гектара илсе тухнă хыççăн 2495 гектар тăрса юлчĕ. Усă куракан лаптăк пĕчĕкленнипе халь пире субсиди парасшăн мар. Ку ыйтăва правительствăра пăхса тухсан тем пекех аванччĕ, _ терĕ. _ Кăçал эпир 770 гектар тулă, урпа _ 592, пăрçа _ 30, сĕлĕ _ 30, куккурус _ 100, сахăр кăшманĕ _ 300, çĕр улми 170 гектар акма-лартма палăртнă. Нумай çул ỹсекен курăксем 410 гектар йышăнаççĕ.
Александр Леонидович çавăн пекех çулталăк пуçламăшĕнче инвестици тата кĕске вăхăтлăх кредитсем илни, вĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем, юсав пайĕсем, вăрлăх, К-744 тракторпа кăкарса çỹремелли хатĕрсем туянни пирки пĕлтерчĕ.
Семинар-канашлăвăн малалли пайĕпе çитес номерте паллашма пултаратăр.
Хаклав
Минегали Хафизов, АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ:
_ "Исток" арофирмăра тăрăшса вăй хуни кашни утăмра сисĕнет: техникăна хатĕрленĕ, вăрлăхсене çĕнетнĕ, имçамлама пуçăннă. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăх çук. Технологине пăхăнса акана ирттерсе ямалли çеç юлнă. Районта çакăн пек çирĕп хуçалăх пурри савăнтарать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)