21 марта 2017 г.
Тăрăнсем ăна ватти-вĕтти урамра тĕл пулсан "Леонид Матвеевич" тесе чĕнеççĕ. Çак ватă çыннах халăхра "поэт", "ỹнерçĕ", "мусăкçă" тесе хушма ят паракан та пур. Хăй вара "Авангард" хаçатра кун çути куракан сăввисен айне "Леонид Лялькин-Çилкас" тесе алă пусать. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан шурсухалăн творчество каçалăкĕнчи пултарулăхне, унăн чăвашла сăпайлăхне тĕпе хурса, хамăр халăхăмăр чĕлхипе йăли-йĕркине упрас тĕлĕшпе пысăк вăй паракан çыннăмăра хам енчен "Патăрьелĕн Иван Яковлевĕ" тесе тепĕр ятпа хавхалантарас килет. Тунмасăр каласан, чăн малтан вăл кĕреçе шур сухалĕпе, сăнĕпе, кĕрнеклĕхĕпе (шел, шултра çулĕ пур пĕрех пилĕкрен авать) чăвашсен паллă просветительне аса илтерет. Ăс-тăнĕпе, тĕнче курăмĕпе те çулне кура мар пуян "Савнă ен, тăван çĕршывăм" кĕнеке авторĕ Леонид Лялькин.
"Л. Лялькин-Çилкас _ чăн-чăн профессионал сăвăç, композитор тата журналист. Унăн хайлавĕсенче литературăпа музыка тата ỹкерỹ ỹнерĕ пĕрлĕхлĕ пĕр тĕвве пĕрлешсе тăраççĕ. Пĕр вăхăтрах ăна поэт та, композитор та, художник та теме пулать. Ỹнерçĕн тепĕр паха енĕ _ чăн пурнăçа библипе Евангели кĕввисемпе çураçуллă туса ỹкерме пĕлни" _ çапла хак пачĕ вулакан аллине лекме ĕлкĕрнĕ çĕнĕ кĕнекене районăн хисеплĕ гражданинĕ Сантăр Аксар (Александр Иванович Мефодьев). "Кĕнекен геройĕ _ хăй автор. Пурлăх енчен мар, чунпа, ăспа пуян çын", _ терĕ Лев Кураков академик мероприятине хутшăнса.
Районти вулавăш çỹлĕкĕсенче хисеплĕ вырăн йышăннă кĕнеке калăпăшĕпе те пĕчĕк мар. Виççĕр ытла страницăра автор тĕрлĕ çулта çырнă сăввисемпе хайлавĕсем пичетленнĕ. Нумай пулмасть ăна пахалама, хисеплĕ сăмах ăсти умĕнче пархатарлă ĕçшĕн пуç тайма пуçтарăннă хăнасем кашниех унăн творчествине пысăк хак пачĕç.
Кĕскен автор пирки
Леонид Лялькинăн кун-çулĕ пархатарлă, сумлă. Вăл çамрăклах кĕнеке, пĕлỹ енне туртăннă, ỹкерме, юрлама юратнă. Пултаруллă та ăслă ачана тỹрех 2-мĕш класа вĕренме илнĕ. Пĕрремĕш сăвви унăн 3 класра вĕреннĕ чухнех кун çути курнă. Каччă Тăрăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ. Çамрăк педагог малтанах ял вулавăшĕнче ĕç стажне пикеннĕ. Ун хыççăн виçĕ çул Алтай крайĕнчи пĕр шкулта ĕçлесе опыт пухнă. 1959 çулта тăван ял шкулне вырнаçнă хыççăн вара тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, ачасене вырăс чĕлхипе литератури, музыка, рисованипе черчени предмечĕсене вĕрентнĕ.
Вăл çырнă сăвă-юрра вулакан хапăлласа йышăнать. Чылайăшĕ вĕсенчен маларах та хаçат-журнал страницисенче, сборниксенче кун çути курнă. Сăпайлă поэтăн чĕлхи пуян та ытарлă. "Савнă ен, тăван çĕршывăм" кĕнекинчи сăвăсемпе хайлавсем те çăмăллăн вуланаççĕ.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)