17 марта 2017 г.
Треньелĕнчи культура çуртĕн- че тĕрлĕ мероприяти йĕркелесех тăраççĕ. Нумай пулмасть кунта Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалласа асаннесемпе, кукамайсемпе кану каçĕ ирттерчĕç. Л. Раськина, П. Логунова, Н. Михайлова тата Л. Суркова сцена çине тухса хăйсен пултарулăхĕсем- пе савăнтарчĕç. Вĕсем курма килнисене юрласа, ташласа, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнипе тĕлĕнтерчĕç. М. Галкин, С. Раськина, А. Макарова çамрăк артистсем юррисемпе, шкул ачисем ташшисемпе халăх кăмăлне тупрĕç.
Уява Н. Никитина ертсе пычĕ. Вăл чуна пырса тивекен сăвă- семпе мероприятине пуянлатрĕ.
Н. ПЕТРОВА. Треньел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)