03 февраля 2017 г.
Ирхи телефон шăнкăравĕнчен тĕлĕнмест Тăрăнта пурăнакан Лидия Дмитриевна. Ачисем амăшĕн сывлăхĕпе интересленеççĕ. Мĕнле çĕр каçнине ыйтса пĕлеççĕ. Пĕр касра пурăнакан Лидя тантăшĕн сассине илтме хавас ватă. Хăй пекех тăххăрмĕш теçеткене вакланăскерĕн пĕччен пурăнакан ватăпа сăмах-юмахĕ килĕшет. Тоня та тунсăхлаттарсах тăмасть.
Иртеç кунсем, иртеç çулсем. Çĕмрен пек хăвăрт шăваççĕ вĕсем. Пĕчченлĕхре вара Л. Самакина ĕлĕкхи çемье альбомĕсене туртса кăларать. Кашни сăн ỹкерчĕкре асаилỹ. Ачисен пĕчĕк чухне ỹкерттернисем мĕн пур кун-çулне куç умне кăларса тăратаççĕ.
Пурнăç сăпка çакса сиктермерĕ Лидия Дмитриевнăна. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех алла хĕç-пăшал тытрĕ. Каярахпа тыткăна лекрĕ. 11 çул Çĕпĕр шахтинче ĕçлерĕ. Çавах тăван яла чĕрĕ-сывă таврăнчĕ. Алли-ури ытла та маçтăрччĕ. Мĕн чухлĕ платник ĕçне тумарĕ пуль. Виçĕ хĕрне тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитерес тесе тăрăшрĕç ашшĕпе амăшĕ.
Пĕве çитнĕ Лидяна ял каччи куç хыврĕ. Николай Дмитриевичпа çемье çавăрчĕç вĕсем. Чăваш йăли-йĕркипе туй турĕç. Мĕн тери кăмăла каймалла иртрĕ вăл. Ун чухне хальхи пек пĕр килте кăна пулман. Çĕнĕ хăтана эртел тăванĕсем патне килĕрен илсе çỹренĕ. Кайран çĕнĕ çын яшкине çиме пуçтарăннă.
Çемье пурнăçĕ хăй еккипе шунă. 8 çул хуняшшĕ-хунямăшĕ- пе, мăшăрĕпе пĕр тăван ытти ачисемпе пĕрле пурăннă Лидия Дмитриевнăпа Николай Дмитриевич. Малтанхи кунтанах колхоза ĕçе утнă çĕнĕ кин. Мăшăрĕ те ỹркенсе тăраканни пулман. Çуркунне сухаланă, акнă, кĕркунне тыр-пул пухса кĕртме хутшăннă.
3 ача çуратнă хыççăн вара Самакинсем тĕп килтен чалăшра пурăнакан ашшĕпе пĕр тăван аппăшĕ патне уйрăлса тухса çурт лартнă. Кунта çемье тата йышланнă. Тепĕр хĕрпе ывăл çуралнă. Анчах кĕçĕнни тăххăрта чухне ашшĕ сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Çуначĕ хуçăлнă шур акăш евĕр тăрса юлнă Лидия Дмитриевна. Ачисем пĕри те ура çине çирĕппĕн тăрайман-çке. Асли çеç çар ретĕнче пулнă.
Куççульне кăтартман хĕрĕ- ывăлĕ умĕнче амăшĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче вĕсем валли алса-нуски çыхнă. Мăнкуна кашнинех çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăнтартнă. Аслисенчен юлакан кăçатăсене кĕçĕннисене тĕплеттерсе панă тата ытти те. Выльăх-чĕрлĕхсĕр пĕр çул та пурăнман. Ĕне тытнă. Ачисене ирпе пĕрер курка ăшă сĕт ĕçтерни, пăтă пĕçерме май пулни хавхалантарнă.
Ăрăва малалла тăсакансем йĕркеллĕ çитĕннĕ. Аслисем ĕçе явăçса пынă. Амăшне кил хушшинче самаях пулăшнă.
_ Пĕчченлĕхе ан туйччăр терĕм. Пурне те аслă пĕлỹ пама тăрăшрăм. Паян ачасем вырăнлă çĕрте вăй хураççĕ. Çавăншăн савăнатăп,_ тет Лидия Дмитриевна. _ Шел, çакна ашшĕ кураймарĕ. Çакнашкал пăхаттир ывăл-хĕрпе мăнаçланмалăх пур. Йăх чысне пĕри те çĕре ỹкермеççĕ вĕсем. Лидия Дмитриевна та яланах кăтартуллисен йышĕнче пулнă. 3 çул ял Совечĕн депутатне суйланă ăна. Хастар хĕрарăм 2 хутчен коммунизмла ĕç ударникĕ пулнă.
Тĕп килтен аякка çунат хушса вĕçмен ачисем. Пурте çемьеллĕ. Амăшне 9 мăнукпа тата пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнтараççĕ. Валерий Патăрьелĕнче пурăнать. Ираида Тикешри Барышниковсен, Маргарита Патăрьелĕнчи Кирилловсен, Марина Еншикри Мефодьевсен кинĕ. Сергей ялта ашшĕпе амăшĕн тĕп килĕнче пурăнать.
Çĕр çине ырă йĕр хăварма тăрăшать Лидия Дмитриевна. Хăй çуралса ỹснĕ ашшĕ-амăш çуртне çăра çактарман вăл. Пĕр тăван йăмăкĕ алли-урине сусăрлатсан ашшĕ патне пурăнма куçрĕ. Риммăна 7 уйăх пăхрĕ. Вара çакăнтах малалла пурăнма шут тытрĕ. Ачаран çара уран чупса çитĕннĕ пỹрт, улăх-çаран мĕн тери хаклă вĕт-ха вăл. Кунта пурте çывăх.
Паян пĕчченех пурăнать Л. Самакина. Ашшĕ 96 çула çитсе çĕре кĕчĕ. Йăмăкĕ те вилнĕ ĕнтĕ. Ватă йăпанăçне чиркỹре тупать. Унта кĕлĕсене çỹрет. Ир тăрсан та, каç выртсан та Турра тав тăвать. Ачисене, мăнукĕсене çирĕп сывлăх пама ыйтать. Пĕчченлĕхре сахал тăрать ватă. Кỹршĕ-аршă, ачи-пăчи, мăнукĕсем килсе çỹренисĕр пуçне тăванĕсем те алăк хăлăпне тытмасăрах тăмаççĕ.
80 çул тултарнă ятпа вара район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламлани те кăмăллă. Лидя аппана вăл малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, ырми-канми ĕçшĕн тав турĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)