17 января 2017 г.
Çак каçхине Кĕçĕн Патăрьелĕн- чи "Олимп" стадионти юпасем çинчи янкăр йăлтăр çутă йĕлтĕр- çĕсемпе спорта юратакансене пĕрин хыççăн теприне илĕртрĕ. Ĕç хыççăн ялăн спорт лапамне çынсем çемьесемпе те, уйрăмшарăн та, коллективпа та пуçтарăнчĕç. Савăнăçа пайламалли сăлтавĕ те пулчĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче шăпах çак вырăнта каçхи йĕлтĕр йĕрĕ çине ỹкекен çутăсем пуçласа çутатма пикенчĕç. Малашне стадионра тата унăн таврашĕнче кăнтăрла çеç мар, каçхине те йĕлтĕрпе кăмăлтанах ярăнса киленме пулать.
Массăллă спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, халăха спорт каçалăкĕн- че кирлĕ условисем туса парас тĕллевпе Патăрьелсен ĕçĕсемпе паллашма Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков та каçхи вăхăт пулнине пăхмасăрах пирĕн тăрăха хапăл туни те пĕлтерĕшлĕ. Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех йĕлтĕр енĕпе олимп резервĕсем хатĕрлекен 2-мĕш номерлĕ ятарлă шкул директорĕ Николай Николаев, СССР спорт мастерĕ, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ, Чăваш Енри велосипед спорчĕн федераци Президенчĕ, олимп резервĕсем хатĕрлекен Валерий Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ Валерий Мулендеев сумлă хăнасем, çавăн пекех "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Анатолий Моисеев, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Петр Перепелкин, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Михеев хутшăнчĕç, ял çыннин сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе ырă та пархатарлă ĕç тунисене ятран асăнса Хисеп хучĕсем, Тав хучĕсем парнелерĕç, тав турĕç.
_ Юлашки çулсенче район спорт енĕпе уйрăмах палăракан муниципаллă пĕрлĕх шутланать. Çак чыса, хисепе тытса тăнине пирĕн тăрăхра тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсем иртни те çирĕплетет. Кĕçĕн Патăрьелĕнче каçхи çутăпа йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма услови туса пани пирĕншĕн тата пысăкрах малашлăх, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çĕнĕ çулти тепĕр савăнăçа пĕрле пайланă май.
Çак каçхине мероприятие пин ытла çын хутшăнчĕ. Вăл шутра ватти те, вĕтти те пур. Чылайăшĕ вĕсенчен йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса çаврăм хыççăн çаврăм турĕ. Уйрăмах çемье эстафетинче тупăшакансен ăмăртăвне курма кăмăллă пулчĕ. Финиша Патăрьелĕнчи Базманкинсем пĕрремĕш, Татмăшри Семеновсем иккĕмĕш, Сăкăтри Черновсем виççĕмĕш кĕчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)