Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавракурăма аталантарса

18 ноября 2016 г.

Районта туризма аталантарасси вăй илсе пырать. Аслă çулхисемпе пĕр танах вăл ачасем хушшинче те анлă сарăлнă. Треньелĕнчи шкул- садра вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе канмалли кун çывăхри плотина таврашне çул çỹреве тухрĕç. Чи малтанах ял халăхĕ тăрăшнипе лартса ỹстернĕ дендрарине çитрĕç.

Ыхра юхан шывĕн сулахай çыранĕнчи историне кĕрсе юлнă топонимика вырăнĕсемпе шкул директорĕ И. Кошкина паллаштарчĕ. Салтак масарĕ çинчен район администрацийĕн туризм енĕпе ĕçлекен специалисчĕ П. Логунова чарăнса тăчĕ. Экскурси вăхăтĕнче ачасем нумай çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç, курни-илтнине ашшĕ-амăшне каласа пама пулчĕç.

Кĕçĕн Патăрьел ялĕнче вырнаçнă мелиораци станцийĕн- че çул çỹреве тухнисемшĕн интересли тата нумай пулчĕ. Çуллахи вăхăтра шыва епле майпа уçлани çинчен станци директорĕ Ю. Любимов каласа пачĕ. Пĕр çеккунтра 200 литр шыв уçлакан станци пирĕн тăрăхра пулни ачасемшĕн те кăсăклă.

Н. Кальметовăпа О. Петрова вĕрентекенсем çакăн пек çул çỹревсем тата та нумайрах йĕркелемеллине, вĕсем ачасен тавракурăмне анлăлатма пулăшнине палăртрĕç.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика