11 ноября 2016 г.
Пурнăç пĕр тикĕс пымасть: чирлесси те, инкеке лекесси те пулать. Хăш-пĕр чухне васкавлă пулăшăва та, полици сотрудникĕсене те чĕнме тивет. Килти кабельлĕ телефонпа вĕсен номерĕсене куç хупса пĕлетпĕр: вут-çулăмпа кĕрешме _ 01, йĕрке хуралĕсене _ 02, васкавлă пулăшăва _ 03, газ шăрши тухсан е котел ĕçлемесен _ 04 номерсемпе йыхравлатпăр. Шел пулин те, нумайăшĕ кĕсье телефонĕпе кирлĕ службăна мĕнле шăнкăравламаллине пĕлменнипе хаклă кашни минута çухатма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен 101 (пушар хуралĕ), 102 (полици), 103 (васкавлă пулăшу), 104 (газăн авариллĕ служби) номерсене асра тытмалла. Телефона çырса хурсан тата аван. Çавăн пекех 112 номерпе те пулăшу ыйтма май пур. Вăл счет çинче укçа çитмен чухне те, SIM-карта пачах пулмасан та ĕçлет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)