Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПĕРЛЕ _ çУР ĕМĕР

21 октября 2016 г.

50 çул вăл паллă çул, теççĕ халăхра. Шăпах çакăн чухлĕ пурăнать Треньелĕнчи Пайминсен çемйи. Валерий Константиновичпа Елизавета Петровна пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр çитрĕ. Хура-шурне нумай курнă пулин те мăшăр паянхи кун та вашават. Кил-карти тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча-çимĕç акса ỹстерет.

Валерий тетепе Лиза аппа иккĕшĕ те Треньелĕнче çуралса ỹснĕ, пĕр çемье çавăрнă. 3 ывăлпа 5 хĕр çуратса ỹстернĕ. Шел пулин те пĕр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Алина, Таня, Аня, Света хĕрĕсем çĕршывăн тĕп хулинче _ Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ. Люся, Витя тата Костя ялах тĕпленнĕ, ашшĕ-амăшне куллен пулăшса тăраççĕ.

Пайминсен 17 мăнук тата мăнукĕн пĕр ачи пĕрле пуçтарăнсан кил-çурт кĕрлесе кăна тăрать.

Валерий Константиновичăн пурнăçĕ "Батыревский" совхозра, Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводĕнче тракторпа ĕçлесе иртнĕ. Унăн ĕç стажĕ 46 çулпа танлашать.

Елизавета Петровна çамрăк чухне кирек епле ĕçе те тиркесе тăман, торф кăларма та çỹренĕ. Ялта кирпĕч завочĕ уçăлсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта ĕçленĕ.

Тĕрлĕ хисеп хучĕ парса чыс тунă ĕçчен мăшăра. Иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята илме пултарнă. П

айминсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çемье телейĕ вĕсен ачисен сывлăхĕнчен, тараватлăхĕнчен, пулăшăвĕнчен нумай килет.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика