21 октября 2016 г.
ÇАК кунсенче районти чи ватă та сăваплă кĕлĕ çурчĕсенчен пĕрне _ Тăрăнти Николай святитель ячĕллĕ чиркĕве Дивеевăран Турра ĕненекенсен пысăк ушкăнĕ хĕреслĕ çул çỹревпе çитнĕ. Пĕрлех çынсене паянхи йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма кĕл туса пуç çапма, кĕл тума пилĕк-ултă хăватлă иконăна те илсе килнĕ.
Паломниксем Христос тĕнне ĕненекен район çыннисемпе пĕрле чăн малтан каçхи службăра пулнă. Тепĕр кунхине те кăнтăрлахи литургине хутшăннă, молебен ирттернĕ, паянхи лăпкă та тăнăç пурнăçшăн, йывăрлăхсене çĕнтерсе пырассишĕн типĕ тытса тата кĕл туса çеç ырă улшăну тума пултарни пирки проповедь каланă. Аякри сăваплă вырăнтан Чăваш Ене хĕреслĕ çул çỹревпе тухнă Турра ĕненекенсене Тăрăнсем чан çапса хисеплĕн ăсатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)