14 октября 2016 г.
"Исток" агрофирмăн иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче хута кайнă витине çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ирхи сăвăмах çитрĕм.
200 ĕне вырнаçмалăх фермăра тĕлĕнмелли пĕрремĕш утăмрах пулчĕ. Районти пур ял хуçалăх предприятийĕнче те ĕнесене кăкарчăкра тытаççĕ, кунта вара вĕсем ирĕкре çỹреççĕ. Кашнийĕн хăйĕн вырăнĕ пур, çисе тăрансан çавăнта канлĕн çеç кавлесе выртаççĕ. Унтан тепĕр япала куçа тỹрех курăнчĕ: выльăхсен мăйкăчĕсенчи кăвак тỹркетĕслĕх çинче номерсем пур. Эпĕ кăсăк- лансах сăнанине агрофирмăн тĕп зоотехникĕ М. Азизов асăрхарĕ.
_ Чипсем (датчиксем) кашни выльăхăн пур. Шăпах вĕсем компьютерпа çыхăнтарма пулăшаççĕ. Ун урлă хăçан йăхнине, миçе литр сĕт панине, хăш вăхăтра сунине тата ыттине те пĕлетпĕр, _ терĕ Марат Ринатович. Ик-виç çул каялла çакăн пирки кам та пулин каласа кăтартас пулсан тем парсан та ĕненмен пулăттăм. Халь, ак, хамăр районтах çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ.
Фермăра ĕнесене сумалли ятарлă зал. Кун пекки районта хальлĕхе урăх çук. Выльăхсен пĕр ушкăнĕ кĕчĕ те харпăр хăй вырăнне кайса тăчĕ. И. Кувшинова тата Н. Исаева дояркăсем (Н. Яина вăл кун шăпах канатчĕ) пăрăхпа килекен ăшă шывпа çиллисене çуса пусма таткипе (салфетка пулнă иккен вăл. _ Авт.) типĕтнĕ хыççăн сĕт сума пуçларĕç. Выльăхсене ĕлĕкхилле усал сăмахпа вăрçни те, кăшкăрашни те илтĕнмерĕ. Йĕркене хăнăхнă чĕлхесĕр янаварсем хăйсем патне черет çитессе лăпкăн кăна кĕтсе тăчĕç.
_ Ирхи сăвăм 5 сехетре пуçланать. Дояркăсем килсенех каçпа çуса хăварнă оборудованисене чỹхеççĕ, вара тин ĕçе пикенеççĕ. Сĕт пахалăхне упраса хăварас тата чирсенчен сыхланас тесе ĕне çиллисене сăвиччен _ пĕр, кайран тепĕр салфеткăпа шăлаççĕ. Пĕри пĕр выльăх валли çеç. Сăвăм вĕçленсен вĕсене пурне те ятарлă шĕвекре кĕлерсе лартаççĕ, унтан япала çумалли автомат-машинăпа çавăрттараççĕ. Сĕт сумалли аппаратсем маститпа чирлĕ тата пăрлама вăхăт çитсе пыракан ĕнесен çиллисене "палламаççĕ". Ĕçлеме унчченхинчен чылай çăмăлрах, кашни япалана çирĕп çеç пăхăнмалла. Мĕн те пулин кăшт чăхăмласанах Шупашкарти "Новые агротехнологии" фирма специалисчĕсем килсе юсаççĕ. Сăмах май, дояркăсене те вĕсемех хатĕрсемпе усă курма вĕрентрĕç, _ тесе пĕлтерчĕ Э. Ахметов заведующи ферма пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Агрофирмăра сăвакан ĕне 300 пуç, унтан 200-шĕ çĕнĕ витере. Пăрлама вăхăт çитнисене урăх уйрăмра усраççĕ. Пăрăвĕ çут тĕнчене килсен амăшĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕс-леççĕ, 4-5 кунтан каялла хăй вырăнне куçараççĕ. Чирлĕ выльăхран продукци илме çук, çакна шута илеççĕ те ĕнтĕ. Çавăн пекех апат патне те тимлĕх çителĕклĕ уйăраççĕ. Рацион вара чăнах та пуян. Сенажа, симĕс массăна, тырă пусыпкине, патокăна, жома, çĕпрене миксерпа пăтратса параççĕ. Ĕçе йăлтах автоматизациленĕ. Хĕллене валли сенаж, утă-улăм, силос çителĕклĕ янтăланă. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче, теççĕ. Хуçалăхра паян пĕр ĕнерен вăтамран куллен 17 килограма яхăн сĕт сăваççĕ, çу хисепĕ 3,8 процентпа, белок 3,06 процентпа танлашать.
8 сехет иртсен дояркăсем кăштах пушанчĕç. Ĕçре усă курнă хатĕрсене çуса хуриччен И. Кувшинова дояркăпа сăмах пуçартăм. Вăл витене уçнăранпах кунта тăрăшать.
_Эпĕ çамрăк чухне те пĕр вăхăт фермăра ĕнесем сунă. Унччен сĕт сăвакан аппаратсене, флягăсене сĕтĕреттĕмĕр. Халь чылай çăмăл: ăшă, сивĕ шыв пур, йывăр япаласем йăтмастпăр, сĕт аппарата юхнине пăхса çеç тăмалла. Икĕ кун ĕçлетпĕр, пĕр кун канатпăр. Маларах опыт пухмалла тесе киввинче кăштах вăй хутăм, мана унта та килĕшет. Чей ĕçме, канма пỹлĕм пур. Çулла ирлĕ-каçлă душ кĕрсе киле каяттăмăр. Кивĕ Катекре пурăннăран пире пырса илеççĕ, леçсе яраççĕ. Мăшăр та кунта скотникре вăй хурать. Уйăхсерен кашнийĕ 18-20 пин тенкĕ укçа илетпĕр. Унсăр пуçне кил умнех утă, улăм, тырă пырса параççĕ. Сахăр песукне хуçалăхран пасартинчен икĕ хут йỹнĕрех хакпа туянатпăр. Фермăра ытларах тытăнса юлнă чухне столовăйĕнчен апат çитерме те килеççĕ, _ терĕ Ирина Алексеевна кăмăллăн.
"Исток" агофирмăра çĕнĕлĕхсене кĕртсе, çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарса пыраççĕ, çакă савăнтарать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)