Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем паха çула тивĕçлĕ

07 октября 2016 г.

 Район халăхĕн пурнăç шайĕ лайăхлансах пырать. Ялсенчи условисем хуларинчен пĕртте кая мар тесшĕн. Çуртсем газпа хутăнаççĕ, шыв кĕрет, пỹртсенче çăвăнса тасалмалли ваннăсем. Ачасем хăтлă садиксене çỹреççĕ, çĕнĕрен çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ тата ытти те.

Халăхăн ĕçри хастарлăхне ỹстерме, экономикăн тĕрлĕ секторне аталантарма вара тỹрĕ те тикĕс çулсем пулни пĕлтерĕшлĕ. Çакна районти ертỹçĕсем вырăна хураççĕ. Паянхи кун Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç участокĕнче хĕрсех çул-йĕр ĕçĕсем пыраççĕ. Уйăх ытларахра (ĕçе августăн 24-мĕшĕнче пуçăннă) 2,2 çухрăм ытла çула çĕклесе хăйăр, вак чул сарнă. Ун çине битумпа хутăштарнă материала хура пуçланă. Часах асфальт сармалла.

Çула «Ял территорийĕсене 2014-2017 тата 2020 çулччен çирĕп аталантармалли» федераллă программăпа тăваççĕ. Вăл Тăрăн, Кĕçĕн Арапуç, Еншик ялĕсене çыхăнтарать. Çулăн сарлакăшĕ икĕ енлĕ куçăмпа çỹреме те май парать. Объектра куллен 15-18 çул-йĕр техники тата автомашина ĕçлет.

Ĕçе тулли мар яваплă «РЭМИСС» подряд организацийĕ пурнăçлать. Килĕшỹпе 3,25 çухрăм çĕнĕ çула декабрĕн 22-мĕшĕнче вĕçлеме тĕллев лартнă. Çапах та объекта маларах, ноябрĕн 15-мĕшĕнче, хута яма палăртнине пĕлтерчĕ подряд организацийĕн директор ĕçне тăваканĕ В. Козлов.

Çакна октябрĕн 4-мĕшĕнче пирĕн районти çул-йĕр строительствипе паллашма килнĕ республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ М. Резников, Чăваш Енри автомобиль çулĕсемпе ĕçлекен управлени директорĕн çумĕ А. Алексеев та курса ĕненчĕç. Михаил Сергеевич ĕçченсен тăрăшулăхне палăртса хăварчĕ.

_ Вăхăтра пурнăçлакан ĕç пахалăхлă. Кунти ялсен çыннисем те çакнашкал çула тивĕçлĕ. Вĕсем ĕçчен, тăрăшуллă, пултаруллă. Çул пур çĕрте аталану та курăмлă. Тĕп пуянлăхăмăр _ çынсем. Усă курччăрах вĕсем унпа,_ терĕ вăл.

Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тỹрĕрен хурăнакан çул çаврăнса каяссине чылай чакарнине палăртрĕ. Çавна май Еншик, Кĕçĕн Арпуç, Пикшик ялĕсенче пурăнакансене район центрне, ун тулашне тухса çỹреме ансат пулнине пĕлтерчĕ. Çакă ĕçе, чиркĕве, пасара... тухакансемшĕн те меллĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика