04 октября 2016 г.
Районта сахăр кăшманне чи пысăк лаптăкра "Исток" агрофирма çитĕнтерет. Юлашки çулсенче ăна кунта 300 гектартан кая акмаççĕ. Кăçал та çавăн чухлех йышăнать.
Халь шăпах чĕкĕнтĕр уйĕнче техника шавĕ тăрать _ ăнса пулнă тымар çимĕçе пуçтарма пуçланă. Ĕçе йăлтах механизациленĕ тесен те йăнăш мар. Кăшмана Германинче туса кăларнă "KLAIN" комбайн кăларать. Вăл бункер тулсан купана кайса силлет. Улăп тăпри пек курăнакан тĕмескесене вара А. Соловьев механизатор трактор çумне сыпăнтарнă ятарлă агрегатпа (СПС) тиет. Хурçă "ут" çумĕнче хăватлă та пысăк автомашинăсем тăраççĕ. Пĕрин прицепĕ тулсанах тепри çитсе те тăрать. Тутар Республикинчен килнĕ, хамăр тăрăхри КамАЗсем инçе çула кĕскетсе продукцие Пăвари сахăр заводне леçеççĕ. Кунне икшер рейс тума та ĕлкĕреççĕ. Çанталăк çумăрлă тăнипе хиртен машинăсене тулли тиевпе тухма йывăррине шута илсе Н. Петров К-700 тракторпа сĕтĕрсе тухать.
Сахăр кăшманне кĕске вăхăтра пухса кĕртес тесе комбайн хирте талăкĕпех ĕçлет. Механизаторсем _ В. Цветков, Сергейпе Юрий Лепешкинсем _ сменăпа вăй хураççĕ. Купасенчен трактор илеймен сахăр кăшманне хĕрарăмсен бригади пуçтарать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)