09 августа 2016 г.
Патăрьелĕн пулăхлă çĕрĕ çинче мĕнле культура кăна ỹстермеççĕ-ши: сухан, çевок, кишĕр, чĕкĕнтĕр, çĕр улми... А. Седойкин вара улма-çырлапа кăсăкланать. Унăн Тăрăнта арендăна илнĕ лаптăкне кĕрсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Ретĕн-ретĕн пан улми, груша, хура çырла, хурлăхан хунавĕсем лараççĕ. Çĕр çырли тĕмĕсем те тип-тирпейлĕ. Пиçме пуçланă виноградсем çупкам-çупкам çакăнса тăраççĕ, аякранах куçа илĕртеççĕ. Хăть ăçта пăхсан та хуçа алли пурри, ĕçе пĕлсе йĕркелени тата юратса пурнăçлани сисĕнет. Агроном агрономах çав, агротехникăна пăхăнать. Çырласене е тĕмсене лартса хăварнипе çеç çырлахмасть. Вăрăран шăтса тухнă çамрăк йывăçсем çуллахи шăрăх кун ан типчĕр тесе тумламлă шăварупа усă курать. Вăхăтран-вăхăта вĕсене шыв урлах апатлантарать. Сутлăх валли хатĕрлекен çĕр çырлисен "мăйăхĕсем" çитĕнекен лаптăка нỹрлетсе тăма çумăр евĕр шăваракан хатĕр вырнаçтарнă. Çакна та палăртса хăварас килет: фермер çырласен тĕмĕсене те çĕнетсех тăрать. Пирĕн тăрăхра вĕсене сутманнипе пысăк та шултăра çимĕç параканнисене ют тăрăхранах туянать.
_ Кашни культурăна пĕлсе пăхмалла, вăхăтра апатлантармалла, шăвармалла, унсăрăн тухăç та, тупăш та пулмасть. Паян ĕçе тĕрĕс те пĕлсе йĕркелесе пыма мана унччен чылай çул Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче агрономра вăй хунă чухне пухнă опыт нумай пулăшать. Питомник директорĕ Владимир Ильич Барышников пирки хамăн пĕрремĕш вĕрентекен тесех калас килет, _ тет А. Седойкин.Александр Геннадьевич пахчари ĕçсене çемйипе пурнăçлать. Халь шăпах йывăç хунавĕсене сыпмалли вăхăт, кунта та ăна çывăх çыннисемех пулăшаççĕ.
А. Седойкин çĕнĕлĕхсем шырама тата вĕсене пурнăçа кĕртме те тăрăшать. Малтан пĕчĕк лаптăкра кăна ыхра çитĕнтерсе пăхнă. Çимĕç шултăра пулнине кура 30 сотăй лартнă. Кăçал та унăн тухăçĕ фермера савăнтарнă. Ăна кăларса сутма та ĕлкĕрнĕ. Туянакансем те çийĕнчех тупăннă. Фермер малашне çак паха çимĕçе пĕр гектар çинче ỹстерме палăртать. Унăн тĕллевне республикăри ял хуçалăх министерствинче те ырласа йышăннă, фермер ĕçне пуçăнакансене тивĕçекен гранта _ 1 млн та 99 пин тенкĕ _ панă.
Ытти чылай фермер пекех, Александр Геннадьевич та туса илнĕ продукцие реализацилеме йывăрришĕн пăшăрханать. "Темле культура та ỹстерме пулать, анчах ăçта сутмалла? Паян туянакансем пур-ха, ыран мĕн кĕтет?" _ тет вăл. Апла пулин те пуçăннă ĕçе пăрахма шухăшламасть. Кĕçĕн ывăлĕ агроном профессине суйласа илессине, ашшĕ сукмакĕпех утассине пĕлтерсен ырланă çеç. Хăть мĕн тесен те ĕçе тăсакан çитĕнни савăнтарать.
О. Павлова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)