29 июля 2016 г.
"Батыревский" пĕрлешỹ районта çурхисене пĕрремĕш вырма тухрĕ. Г. Ялуков, Г. Арланов тата Н. Викторов механизаторсем тытса пыракан комбайнсем халь урпа анинче ĕçлеççĕ. Г. Жидков, С. Сулагаев, В. Ялуков водительсем тырра йĕтеме турттараççĕ.
Е. Сейфуллин агроном пĕлтернĕ тăрăх, урпан "эльф" сорчĕн тухăçĕ те аван _ пĕр гектартан бункер виçипе 40 центнера яхăн тухать.
"Исток", "Батыревский", "Звезда", "Малалла", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2108 гектарта çапса тĕшĕленĕ, вăл шутран кĕрхи тулă _ 1660 гектар, ыраш _ 308, пăрçа 85 гектар.
Районĕпе вăтам тухăç 29,9 центнерпа танлашать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче тата фермер хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене акма çĕр 2946 гектар хатĕрленĕ.
Районта халь сухан вăрлăхне _ çевока _ пухассипе те ĕçлеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)