15 июля 2016 г.
Патăрьелĕнчи педагогика училищинче 1936-1954 çулсенче 16 Тăрăн çынни пĕлỹ илсе вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех тава тивĕçлĕ учительсем, çутĕç отличникĕсем, наука кандидачĕсем, доцентсем. Çаксенчен пĕри _ Леонид Матвеевич Лялькин (вăлах Леонид Çилкас, Л. Матвеев) Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче 1936 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.
Ашшĕ _ Матвей Никитович _ районти шкулсенче ачасене вĕрентнĕ, каярахпа аслă землеустроитель, ĕçтăвком председателĕн çумĕ пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче взвод командирне çитнĕ, лейтенант. 1944 çулта Латвине ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă, унтах пытарнă.
Леонид çамрăклах кĕнеке, пĕлỹ еннелле туртăннă. Ỹкерме, юрлама юратнă. Вăл сакăр çултах колхоз ĕçне хутшăннă, кĕтỹ кĕтнĕ, çум çумланă, тырă вырнă, çĕрулми пуçтарнă, вăкăр кỹлсе кĕлте турттарнă. Вăрçă ачисен йывăр шăпи унăн выçăлла-тутăлла пурнăçне нумай йывăрлăх кỹнĕ. "Эпир атте-анне ăшшине туйса ỹсеймерĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне уралантарнă чухне ырми-канми ĕçленĕ пулсан та хальхи пенсисем пĕчĕк", _ тет Леонид Матвеевич.
Ялти шкула ăслă та пултаруллă ачана тỹрех 2-мĕш класа вĕренме илнĕ. 3-мĕш класра хă-йĕн малтанхи сăввисене çырнă. Тăрăнти 7 çул вĕренмелли шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, 1950-1954 çулсенче Патăрьелĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищинче пĕлỹ илет. Кунта вăл вĕрентỹ ĕçĕн тĕрлĕ меслечĕпе паллашать, литературăпа, сăнарлă искусство тата музыка енĕпе кирлĕ хăнăхусем илет. Училище оркестрĕнче сĕрме купăс каласа концертсене хутшăнать, çамрăк художниксен конкурсĕсенче хă-йĕн вăйне тĕрĕслет, малтанхи юррисене кĕвĕлет. Пĕрле вĕреннĕ Геннадий Лисинпа (Айхи), Иван Матросов пулас журналистпа паллашать, унăн материалĕсем республикăри хаçатсенче те пичетленеççĕ.
Учитель дипломне илнĕ хыççăн ял библиотекинче 2 çул вăй хурать. Вăл унăн пĕрремĕш пуçлăхĕ тата никĕслекенĕ пулнă. Ун хыççăн Алтай крайĕнче 3 çул ачасене вĕрентет. 1959 çулта ялти шкула вырнаçса мĕн пенсие кайичченех кунта тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш паташалăх институтĕнче заочно майпа вĕренсе тухать, тăван шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литература, музыка, рисованипе черчени предмечĕсене вĕрентет. Çав вăхăтрах ялти тата шкулти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, агитатор, пропагандист, лектор, стена хаçачĕпе боевой листоксен редакторĕ. Ялти тата шкулти хорсен ĕçне йĕркелесе ярать. Тăрăн пултарулăх коллективĕн ĕçне 1967 çулта чăваш телевиденийĕпе те кăтартаççĕ.
Леонид Лялькин _ активлă ялкор, районти "Авангард" хаçатăн çывăх тусĕ. Ăна вăл 1951 çултанпа çырăнса илет. Унăн статйисемпе очеркĕсем, сăвви-юрри, тĕрленчĕкĕсем районти хаçатра çеç мар Шупашкарта та пичетленнĕ.
Пурĕ 500 ытла сăвă, 3 поэма, 100 ытла юрă хывнă ялти сăвăç тата юрă-кĕвĕ ăсти. Шел пулин те вăл хайланă сăвă-юрă тĕрлĕ сăлтава пула сыхланса юлман. Г. Айхи сăввисемпе кĕвĕленĕ "Çĕр çинчи çăлтăрсем" Тăрăн ялĕн мухтав юрри пулса тăчĕ.
Василий ПЕТРОВ,"Вăрçă ачисем" районти обществăлла юхăмăн председателĕ
Пархатарлё кун-=ул
Патёрьел.нчи педагогика училищинче 1936-1954 =улсенче 16 Тёрён =ынни п.л\ илсе в.ренсе тухнё? В.сенчен пурте тен. пекех тава тив.=л. учительсем: =ут.= отличник.сем: наука кандидач.сем: доцентсем? +аксенчен п.ри _ Леонид Матвеевич Лялькин (вёлах Леонид +илкас: Л? Матвеев) Патёрьел район.нчи Тёрён ял.нче 1936 =улхи июл.н 2-м.ш.нче хресчен кил-йыш.нче нумай ачаллё =емьере =уралнё?
Ашш. _ Матвей Никитович _ районти шкулсенче ачасене в.рентн.: каярахпа аслё землеустроитель: .=тёвком председател.н =ум. пулнё? Тёван =.ршывён Аслё вёр=инче взвод командирне =итн.: лейтенант? 1944 =улта Латвине ир.ке кёларнё чухне пу=не хунё: унтах пытарнё?
Леонид =амрёклах к.неке: п.л\ еннелле туртённё? /керме: юрлама юратнё? Вёл сакёр =ултах колхоз .=не хутшённё: к.т\ к.тн.: =ум =умланё: тырё вырнё: =.рулми пу=тарнё: вёкёр к\лсе к.лте турттарнё? Вёр=ё ачисен йывёр шёпи унён вы=ёлла-тутёлла пурнё=не нумай йывёрлёх к\н.? «Эпир атте-анне ёшшине туйса \сеймер.м.р? Вёр=ё вёхёт.нче тата ун хы==ёнхи =улсенче халёх ху=алёхне уралантарнё чухне ырми-канми .=лен. пулсан та хальхи пенсисем п.ч.к»: _ тет Леонид Матвеевич?
Ялти шкула ёслё та пултаруллё ачана т\рех 2-м.ш класа в.ренме илн.? 3-м.ш класра хё-й.н малтанхи сёввисене =ырнё? Тёрёнти 7 =ул в.ренмелли шкултан лайёх паллёсемпе в.ренсе тухсан: 1950-1954 =улсенче Патёрьел.нчи И?Я? Яковлев яч.лл. педагогика училищинче п.л\ илет? Кунта вёл в.рент\ .=.н т.рл. меслеч.пе паллашать: литературёпа: сёнарлё искусство тата музыка ен.пе кирл. хёнёхусем илет? Училище оркестр.нче с.рме купёс каласа концертсене хутшёнать: =амрёк художниксен конкурс.сенче хё-й.н вёйне т.р.слет: малтанхи юррисене к.в.лет? П.рле в.ренн. Геннадий Лисинпа (Айхи): Иван Матросов пулас журналистпа паллашать: унён материал.сем республикёри ха=атсенче те пичетлене==.?
Учитель дипломне илн. хы==ён ял библиотекинче 2 =ул вёй хурать? Вёл унён п.ррем.ш пу=лёх. тата ник.слекен. пулнё? Ун хы==ён Алтай край.нче 3 =ул ачасене в.рентет? 1959 =улта ялти шкула вырна=са м.н пенсие кайичченех кунта тёрёшать? ,=лен. хушёрах Чёваш паташалёх институт.нче заочно майпа в.ренсе тухать: тёван шкулта ачасене вырёс ч.лхипе литература: музыка: рисованипе черчени предмеч.сене в.рентет? +ав вёхётрах ялти тата шкулти обществёлла .=сене хастар хутшёнать: агитатор: пропагандист: лектор: стена ха=ач.пе боевой листоксен редактор.? Ялти тата шкулти хорсен .=не й.ркелесе ярать? Тёрён пултарулёх коллектив.н .=не 1967 =улта чёваш телевидений.пе те кётарта==.?
Леонид Лялькин _ активлё ялкор: районти «Авангард» ха=атён =ывёх тус.? Ёна вёл 1951 =ултанпа =ырёнса илет? Унён статйисемпе очерк.сем: сёвви-юрри: т.рленч.к.сем районти ха=атра =е= мар Шупашкарта та пичетленн.?
Пур. 500 ытла сёвё: 3 поэма: 100 ытла юрё хывнё ялти сёвё= тата юрё-к.в. ёсти? Шел пулин те вёл хайланё сёвё-юрё т.рл. сёлтава пула сыхланса юлман? Г? Айхи сёввисемпе к.в.лен. «+.р =инчи =ёлтёрсем» Тёрён ял.н мухтав юрри пулса тёч.?
Василий Петров:«Вёр=ё ачисем» районти обществёлла юхёмён
председател.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)