Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТУПА АНЧАХ ЭТЕМ ХЕВТЕЛЛĕ

12 июля 2016 г.

 Çемье, юратупа шанăç кунĕнче районти Çырăнтару керменĕнче чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ. Мендельсон маршĕпе 45, 48, 50, 60, 65 çул каялла пĕрлешнĕ мăшăрсем пĕрин хыççăн тепри мăшăр кăвакарчăнсем евĕр утса тухнине пăлханмасăр пăхма та май пулмарĕ.

Хисеплĕ çемьесене уяв ячĕпе саламлама район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Марат Айзатуллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, район Пухăвĕн депутачĕ Рустем Ахметов, Çĕнĕ Ахпỹрт, Туçа, Тăрăн, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Наталия Андреева тата ыттисем те çитрĕç.

Хăйсен çемйине юратупа сăвапласа вăрăм çул пĕрле пурăнакан виçĕ çемьене çак чыслă уявра "Юратупа шанăçшăн" медаль парса хисеп турĕç. Сăмах май каласан, уява паллă тума пуçланă 2008 çултанпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 21 çемье çакнашкал медале тивĕçнĕ. Хальхинче вара Кивĕ Катекри Анатолий Владимировичпа Мария Васильевна Владимировсене тата Пăлакассинчи Виталий Тарасовичпа Надежда Федоровна Плешковсен кăкăрĕ çине патшалăхăн çак наградине çакса ячĕç. Владимировсен çемйи 65 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнать! Пысăк парнене тивĕçнĕ Плешковсем вара 48 çул пĕрле.

Çемье, юратупа шанăç кунĕнчех Шăнкăртамра пурăнакан Ильгиз Абдулхаковичпа Минзатия Гаймеловна Салахутдиновсене ылтăн туй ячĕпе, Патăрьелĕнчи Петр Васильевичпа Ольга Макаровна Надинсене (60 çул) бриллиант туйпа, Тăрăнти Анатолий Дмитриевичпа Галина Васильевна Самакинсене вара сапфир (45 çул) туй ячĕпе чăн малтанах районти ЗАГС пайĕн ертỹçи Наталия Емелина, килнĕ хăнасемпе тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, çитĕнекен ăрушăн кăтартуллă çемьесене тав турĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика