05 июля 2016 г.
УТĂ уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунĕ малашне Треньелсемшĕн Сывлăх кунĕ тесе çырăнĕ. Ял тăрăх депутачĕ, футбол вăййин ветеранĕ Михаил Зайцев пуçарăвĕпе çак ялти ватти-вĕтти иккĕмĕш çул ĕнтĕ уçланкăна спорт уявне пуçтарăннă. Хальхинче вĕсем иртнĕ çулхи евĕр футболла выляссипе çеç çырлахман. Тĕрлĕ çулхи ачасемпе аслисем малтан 50 метран пуçласа 400 метра çитиччен чупса ăмăртнă. Кайран вара тĕрлĕ команда тĕп вăйăра _ футболра _ тупăшнă. Ăмăрту çĕнтерỹсĕр пулмасть. Пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине тăнă спортсменсем пурте Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Футбол ветеранĕсене вара ят çырнă футболкăсем парса чыс тунă.
Сывлăх кунне Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, шкул-садик директорĕ И. Кошкина, ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ П. Логунова хутшăннă, çулсеренех йĕркелеме палăртнă уява тата анлăлатма сĕннĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)