03 июня 2016 г.
"Исток" агрофирмăра нумай çул ỹсекен курăксем 500 гектар ытларах йышăнаççĕ. Нỹр çителĕклĕ пулнăран тата технологине пăхăнса ĕçленĕ-рен люцерна питĕ аван çитĕннĕ _ вăтам пỹллĕ çыннăн чĕр куççинчен те вăрăмрах, масси те питĕ лайăх.
Н. Цветков çỹрекен МТЗ трактор çумне кăкарнă курăка çулмалли ЖЗП-3,4 агрегат люцернăна кал-кал çулать. Паккус хыççăн паккус выртса юлать. Халь курăк çемçе, шăпах выльăхсене валли хĕл каçма пахалăхлă апат хатĕрлеме аван. Кушăхнă курăка сенаж валли Н. Семенов тата М. Кузьмин механизаторсем тытса пыракан ЖЗБ-4,2 жаткăпа тата "Палесье УЭС-280" комбайнпа ваклаççĕ. Бункертан ешĕл апат шыв пекех юхать. Машина прицепĕ тулнине сиссе те ĕлкĕрейместĕн. Пĕри тиевпе айккинелле кăшт пăрăнсанах тепри "карап" çумне пырса та тăрать. П. Цветков, А. Антонов, Д. Самакин, В. Тарасов водительсем хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине те палăртма кăмăллă.
_ Хĕл хырăмĕ аслă, выльăхсене валли апат нумай кирлĕ. Пĕлтĕр хатĕр- ленĕ сенаж çак кунсенче çеç пĕтрĕ, ун вырăнне çĕннине кĕртме те пуçларăмăр. Халь 1500 тонна вырнаçакан шăтăка апатпа тултарма пикентĕмĕр. Курăка В. Романов _ К-700 тата А. Патшин ДТ тракторсемпе таптасах пыраççĕ.
Сенаж пахалăхлă пултăр тата тутлăхлă япаласем ан çухалччăр тесен кĕске вăхăтра тата технологине пăхăнса ĕçе пурнăçламалла. Пĕлтĕр механизаторсем çавна май талăкĕпех тăрăшрĕç. Хĕвел хытăрах хĕртме тытăнсан кăçал та çаплах тума тивет, _ тет агрофирмăн тĕп зоотехникĕ М. Азизов паккусри курăка пахаланă май. Выльăхран продукци илес тесен апачĕ çителĕклĕ кăна мар, пахалăхлă та пулмалла. "Исток" çĕр ĕç фирминче çакна шута илсе тăрăшаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)