29 апреля 2016 г.
Афган вăрçи çынсен пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла иртнĕ пулин те суран пирчемест. Треньелĕнчен унта 5 çын хутшăннă. Турă пурне те каялла çаврăнса килме пулăшнă. Пурнăçри хурапа шурă черетленсе пынине пула С. Эльмуков пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Воин-афганеца асăнса виççĕмĕш çул турнир ирттереççĕ.
Ăна йĕркелеме республикăри афганецсен ветеранĕсен канашĕ, вырăнти шкул-сад коллективĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ, тус-юлташĕ, тăванĕсем, пĕр класра вĕреннĕ П. Логунов пулăшаççĕ.
Турнира уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи К. Михеев, ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен уйрăмĕн ĕçченĕ П. Иванов, шкул директорĕ И. Кошкина тата ыттисем хутшăнчĕç. Пухăннисем малтанах С. Эльмуков çурчĕ умне тата вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хучĕç. Волейболла 6 команда вылярĕ. Ачасенчен ял команди, аслисенчен пограничниксен ушкăнĕ пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Автомат сỹтсе пухассипе Ф. Портнова çитекенни пулмарĕ. Аслисенчен Туçари В. Козлов палăрчĕ. Хĕрарăмсенчен Е. Галкина маçтăр пулчĕ.
Шашкăлла выляса П. Паймин, А. Семенова, Д. Степанова, Д. Пчельников, Е. Мидюкова, В. Портнов çĕнтерчĕç.
Район администрацийĕн специалисчĕ П. Логунова хăнасене, воин-афганецсене районти туризм вырăнĕсемпе паллаштарчĕ.
Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)