08 апреля 2016 г.
Каçал енчи Тукай ял тăрăхĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕ (илемлĕх ертỹçи Г. Степанова) Треньелĕнчи клубра хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
Репертуарта чăваш тата вырăс халăх юррисем пулчĕç. Çамрăк хĕрсем инди, узбек, чăваш, вырăс ташшисемпе куракансене савăнтарчĕç. Паянхи пурнăçпа çыхăннă кулăшсене итлеме кăмăллă пулчĕ.
Н. НИКИТИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)