Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамай-тăк, кукамай!

22 марта 2016 г.

Мăнкун умĕнхи аслă типĕччен Треньелĕнче пурăнакан Логиновсем шеп туй кĕрлеттернĕ. Канаш ра- йон каччи куç хывнă чипер хĕре илме ыттисемпе пĕрлех чăн-чăвашла тумпа вун виçĕ туй матки капăрланса килнĕ. Ял çыннисемшĕн туй чăн-чăн концерт вырăннех пулнă! Шăнкăр-шăнкăр теветлĕ те хушпуллă арăмсем татти-сыпписĕр юрланă, ташланă... Вирьял чăвашĕсен йăли-йĕрки те çапларах. Чăн тĕлĕнмелли вара кăшт каярах, кафери кĕреке хушшине ларсан тата тупăннă. Кăп-кăпăшка туй кĕпи тăхăннă пĕрремĕш мăнукне _ Каролинăна _ кукамăшĕ алăранах хваттер уççи тыттарнă! Вăт парне!.. 65 çулхи Людмила Вячеславовна Захарова мĕн тивĕçлĕ канăва тухнăранпах хăйĕн пенсине мăнукĕсем валли пуçтарса пырать-мĕн. Вĕсем унăн сахалăн та мар-ха: пиллĕк тан. Вăл малашне те паянхи пекех сывлăх та хастарлăх пулсан: ыттисене те пайсăр хăварасшăн мар. Кукамай-тăк кукамай!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика