31 декабря 2015 г.
Тĕнчипех экономика йывăрлăхĕ, кризис пирки калаçаççĕ, Патăрьелĕнче пурăнакансене вара вăл пĕрре те хăратмасть тесе çирĕплетсех калама, тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Çĕнĕ 2016 çула та çĕнĕ вăй-хăватпа, çитĕнỹсемпе кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Савăнма вара чăннипех те сăлтавĕ пур. Декабрĕн 29-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров шăпах нумай пулмасть çеç туса пĕтернĕ виçĕ объекта уçнă çĕре хутшăнчĕç. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче виççĕмĕш çул ĕнтĕ ферма хута яраççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)