Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркỹ престолĕн уявĕнче

11 ноября 2015 г.

 Христосшăн пысăк асапсем тỹссе вилнĕ Димитрий Солунский святой ячĕпе хисепленекен Тăрăн чиркĕвĕн кĕçĕн престол уявне çулленех халăх йышлăн пухăнать. Кăçалхи уяв уйрăмах пысăк çĕкленỹпе иртрĕ, мĕншĕн тесен уяв ячĕпе аслă литурги кĕлли ирттерме 2 архиерей _ Варнава митрополитпа Феодор епископ _ килсе çитрĕç. Хаклă хăнасене чан çапса, çăкăр-тăварпа, чечексемпе кĕтсе илчĕç.

Чиркỹ уявне районти тата ял тăрăхĕнчи вырăнти влаç ертỹçисем, священниксем, диаконсем, монахсем, ватăсемпе çамрăксем, тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем, чиркỹ çыннисемпе Турра ĕненекенсем йышлăн хутшăнчĕç.

Аслă литурги кĕллин мăнаçлăхĕпе илемĕ кашни çын чун-чĕрине хускатрĕ. Пĕчĕк ачасемпе шкул ачисем, çитĕннисемпе ваттисем Туррăн таса парнисенчен пая кĕрсе ăна ăша илчĕç. Патăрьел округĕн благочиннăйĕ Сергий атте проповедь каларĕ. Варнава митрополит уява пухăннă халăха тата чиркỹ настоятельне Серафим аттене престол праçникĕ ячĕпе саламларĕ, усăллă канашсем пачĕ. Серафим игумен владыкăсене уява хутшăннăшăн тав турĕ. Вырсарни шкулне çỹрекен ачасем митрополита чиркỹ юррипе саламларĕç. Кĕлĕ вĕçленсен пурте пĕрле чиркỹ тавра хĕреслĕ çỹрев туса çаврăнчĕç. Варнава владыка пухăннисене Киев Руçне тĕне кỹртнĕ таса Владимир сăнлă пĕчĕк турăшсене парса пиллерĕ.

Герман святоя асăнса

Чăн тĕншĕн асап тỹссе вилнĕ Герман (Кокель) епископ ятне район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Чăваш çĕрĕн 20-мĕш ĕмĕрти малтанхи çĕнĕ святойĕ Турханта çуралса ỹснĕ. Большевиксем ăна 78 çул каялла православи тĕнне çирĕп тытса хỹтĕленĕшĕн тĕрмере персе пăрахнă.

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче вăл вилнĕ кун Турханта, Патăрьелĕнче тата Тăрăнта ун турăшĕ умĕнче кĕлĕсем ирттернĕ, молебен тунă.

Турă Амăшĕн ячĕпе

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕпе çыхăннă. 1612 çулта çак таса турăш умĕнче Мускав çыннисем виçĕ кун хушши типĕ тытса кĕл тунă. Вара халăх ополченийĕ Мининпа Пожарский ертсе пынипе поляксене Мускавран хăваласа янă.

Çак историллĕ паллă кун Раççейри пур чиркỹсенче те çулленех уяв кĕллисем иртеççĕ. Тăрăн чиркĕвĕнче те Турă Амăшĕн 18-мĕш ĕмĕрти турăшĕ умĕнче аслă кĕлĕ пулчĕ. Çав кунах Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пилленипе Турă Амăшĕн Хусанти турăшне илсе ятарлă вертолетпа Чăваш Республики тăрăх сывлăшри вĕçевпе хĕреслĕ çул (крестный ход) турĕç. Тăрăн чиркĕвĕ тĕлне çитсен çаврăм туса хăварчĕç. Вĕçеве хутшăннă тĕн çыннисем çул çỹрев вăхăтĕнче Турă Амăшне самана лăпкă тăтăр тесе тархасламалли кĕлĕсем вуланă.

Л. ЛЯЛЬКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика