Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан кулянăр çул иртнишĕн, пурăнать çын савăнма

07 ноября 2015 г.

 _ Анне, асанне, эпĕ ỹссен Мария Егоровна пек учительница пулатăп,_ терĕ пĕррехинче Зина хĕрĕ шкултан килсен.

_ Юрĕ, юрĕ,_ терĕç аслисем. Урăх мĕн калама пултарнă ĕнтĕ вĕсем.

Ытла та йывăр шăпа тиенчĕ-çке Анна Александровна çине. Мăшăрĕ 1942 çултах хыпарсăр çухалнă тесе хут килнĕччĕ. 4 ачана вара пĕччен ỹстермелле пулчĕ. Пĕринчен тепри пĕчĕкрех: Лиза, Зина, Димитрий, Антонина.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи пĕр Каллинсемшĕн çеç çакнашкал пурнăç пулман ун чухне. Хаяр вăрçă чылай çыннăн телейне аркатрĕ, ĕмĕтне татрĕ. Шăла çыртатăн та чăтатăн. Çын малашлăхран ыррине кĕтсе пурăнать тата.

Тĕллевне пурнăçлассине мала хучĕ Каллинсен иккĕмĕш хĕрĕ. Ялти шкулта 4 класс вĕреннĕ хыççăн Патăрьелне çỹреме пуçларĕ. Унта 3 çул пĕлỹ пухсан педагогика училищине çул тытрĕ.

Дипломлă çамрăк хĕр ĕç биографине вара Первомайски район центрĕнчи библиотекăран пуçланă. Мĕнле çеç мероприяти ирттермен унта вăл. Вулакансен конференцийĕсене йышлă çынна явăçтарнă. Пĕр-пĕр çĕнĕ кĕнеке килсен ăна алăран-алла ярса вулаттарма тăрăшнă. Çамрăкраххисемпе вăйă йăла- йĕркине малалла мĕнле тытса пымаллине хăнăхнă. Аслăраххисемпе улах ларнă. Çак ĕçсенче ăна хăйпе пĕрле вĕренсе Первомайскине ĕçе килнĕ Р. Сапожникова та пулăшса пынă. Вырăнта культура пайĕн пуçлăхĕнче вăй хуракан В. Шагулов та хĕршĕн сывлăш евĕрех пулнă. Мĕн пĕлменнине унран ыйтма тăрăшнă Зина. Мĕн хушнине те çийĕнчех пурнăçланă.

Çакăнтах хăйĕн телейне те тупнă Зинаида Павловна. Вĕсем Виталий Федоровичпа пĕрлешсе пĕр çемье чăмăртанă. Шупашкарти педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Алла аслă шкул дипломне илнĕ хыççăн ачасене вĕрентме пуçăннă. 40 çул ытла педагог ĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă.

_ Пĕлỹшĕн çунакан ачасемччĕ ун чухне чăнах та. Темăна ăнлантарнă май мĕн чухлĕ ыйту паратчĕç. Урок иртни сисĕн-месчĕ те,_ аса илет халĕ З. Шагулова. _ Малтанхи çулсенче вĕрентнисем халĕ хăйсем те тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Вĕсен ачисене пĕлỹ пама пултарнишĕн хĕпĕртетĕп те.

Çулсем иртсен те вĕрентекене асран кăлармаççĕ чылайăшĕ, уявсенче саламлаççĕ. Çуллахи отпуск вăхăтĕнче кĕрсе тухаççĕ. Сỹтĕлет вара асаилỹ çăмхи. Кам кампа пĕрлешнине шĕкĕлчеççĕ, ачи-пăчи ăçта вĕренме кĕнипе интересленеççĕ. Пурнăçра хăшĕ ỹсĕм картлашкипе пынине шута илеççĕ тата ытти те. Пĕрле ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕксене пăхма кăмăллă. Чылайăшне ятран, хушаматран астăвать-ха Зинаида Павловна. Вĕренекенсем янă саламлă открыткăсем чуна уçаççĕ тата ытти те.

2 ача çитĕнтернĕ Шагуловсем. Йывăр чире пула Виталий Федорович ир пурнăçран уйрăлать. Хĕрарăм 36 çултах мăшăрсăр тăрса юлать. Çапах та аллине усмасть Зинаида Павловна. Пурнăç тилхепине малалла пĕчченех тытса пырать. Пỹртне шĕкĕ ернĕрен чул çурт купалаттарать. Хĕрĕсене пурнăç çулĕ çине кăларса аслă пĕлỹллĕ тăвать.

Хăй хыççăн тарăн йĕр хăварать З. Шагулова. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçе чĕнсе илеççĕ ăна. Тĕнчере перестройка пуçлансан истори кĕнекисемпе пĕлỹ пама май килмест.

_ Уроксем валли кирлĕ материала веçех хам пуçтараттăмччĕ. Хаçатсене алăран яман ĕнтĕ. Ун чухне хальхи евĕр интернет пулман-çке,_ аса илет Зинаида Павловна.

Обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă ял хĕрарăмĕ. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă. "Пĕлỹ" обществине ертсе пырса Мускаври съездра делегат пулса хутшăннă. Ялта "Аттесен çĕрĕ чĕнет" клуб йĕркелерĕ. Салтак арăмĕ- семпе те нумай ĕçленĕ.

Ĕçне тивĕçлипе хаклакан хутсем сахал мар педагогăн. СССР çутĕç министерствин грамоти пур унăн. "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знака тивĕç пулнă ветеран. РСФСР тата СССР çутĕç отличникĕ те вĕрентекен.

Улмисем те йывăççинчен аякка ỹкмеççĕ. Алевтина суд органĕн пай пуçлă хĕнче, Мария "Чувашэнерго" пĕрлешĕвĕн кадрсен пайĕн ертỹçинче ĕçлеççĕ. Асли "Суд системин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Кĕçĕннин те Тав хучĕсем чылай.

Çак кунсенче Зинаида Павловнан юбилейĕ пулчĕ. Ăшă сăмахсем чылай янăрарĕç çак ятпа. 4 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ те савăнăç кỹчĕç ватта. Çакăнтан хакли тата мĕн пултăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика