Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çемьене _ тивĕçлĕ тимлĕх, пулăшу

26 сентября 2015 г.

Авăнăн 22-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Иван Борисович Моторин ĕçлĕ тĕлпулупа пулчĕ.

Районти ытти хăшпĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан, "Агрофирма "Исток" тулли мар яваплă общество пур енĕпе илес пулсан та аталану çулĕпе танлăн пырать темелле. Хуçалăхра ял хуçалăх продукчĕсем çитĕнтерсе илес, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас, çав вăхăтрах производствăна анлăлатас тĕллевпе çĕнĕ йышши витесем тăвас тата ытти тĕлĕшпе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Иван Моторин асăннă хуçалăха чăн малтан çитнĕ май, уй-хирте "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарас, выльăх апачĕлĕх çитĕнтернĕ кукурузăна вырса илес ĕçсем мĕнле пынине, кучухнехи строительство меслечĕпе тăвакан 400 вырăнлăх ĕне витипе, çĕрулмине, сахăр кăшманне шывпа сапса çитĕнтермелли объектсемпе паллашрĕ.

Паян хуçалăх аталанăвĕ, çитĕнĕвĕ, çав шутрах халăх ытлă-çитлĕ пурăнни те укçа-тенкĕпе çыхăннă тĕрлĕрен программăсене, проектсене хутшăннинчен чылай килет. Ку тĕлĕшпе "Исток" агрофирма районта кăтартуллисенчен пĕри. Сăмахран, федераллă программăпа килĕшỹллĕн 2015 çулта культурăсене шывпа сапса тăмалли системăна, насус станцине тума тата пĕве патне каякан çула тирпейлеме 50 миллион тенкĕ уйăрнă.

Бизнес вăй илсен, район аталанать

Юхмапа Пăла тăрăхĕ пултаруллă çĕр ĕçченĕпе пуян. Паянхи куна пирĕн районта 300 ытла фермер хуçалăхĕ. Патăрьел районне ĕçлĕ çулçỹревпе килнĕ май, И. Моторин Ферид Чабатов фермер хуçалăхĕн аталанăвĕпе, унăн малашлăх планĕсемпе те паллашрĕ.

Уйрăм хуçа хăйĕн ĕçхĕл-не çĕрпе çеç çыхăнтарман. Паян пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса-лартса тăракан 400 гектар çĕрсĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерес тĕллевпе те тимлет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан та витери выльăхсен шутне 30 пуçа çитернĕ. Çамрăк фермерăн бизнеса аталантарас ĕмĕчĕсем сулмаклă: çывăх вăхăтра вăл 400 пуç ĕне вырнаçмалăх пысăк та хăтлă ферма çĕклесшĕн! Чăн малтан вара çак ĕçе пикенме объект патне тăсăлакан виçĕ çухрăм çула тирпейлесшĕн. Урăхла каласан, пысăк проекта пурнăçа кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ кирли тỹрех сисĕнет. Çавăнпа та мал ĕмĕтлĕ те пултаруллă фермер Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканпа хăйĕн планĕсем пирки уçăлса сăмах пуçарнă чухне те патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшу килессе шанса калаçрĕ.

Тутар Сăкăт шкулĕ çĕнĕрен ачасене йышăнать

Авăнăн 7-мĕшĕнче çутçанталăк пулăмне _ вăйлă çил-тăвăла пула _ сиен курнă Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта кашни кунах "Булат" тулли мар яваплă общество (ертỹçи Ринат Абдулвалеев) строителĕсем вĕренỹ учрежденин çурт тăррине йĕркене кĕртес тĕлĕшпе тимлерĕç. Ĕçсем вĕçленсе пынă тапхăрта Иван Моторин асăннă шкула та çитсе курчĕ.

Шкулти аварилле лару-тăрăва йĕркелесе, тирпейлесе яма район администрацийĕн резерв фондĕнчен 717,625 пин тенкĕ, Министрсен Кабинетĕнчен 1500,0 пин тенкĕ уйăрнă. Подрядчиксем шантарнă тăрăх çак эрнере вăхăтлăха Сăкăт тата Алманчă шкулĕсенче пĕлỹ илнĕ ачасем тăван шкулти парта хушшинех ларĕç.

Ыхра Çырминче çĕнĕ çул тата çурт хута кайнă

Çак кунхине Ыхра Çырмисем хăйсен савăнăçне республикăран килнĕ хисеплĕ хăнамăрпа пĕрле пайларĕç. Ялăн икĕ пайне пĕрлештерсе тăракан çĕнĕ çула уçакан мероприятие ял çыннисем уяв пекех хапăл йышăнчĕç: ватти те, вĕтти те пуçтарăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕн "Чăваш Республикинчи çул-йĕр инфраструктурине аталантармалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн районта çичĕ ялта çакнашкал строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Ыхра Çырмисен 1,33 çухрăма тăсăлакан çулĕшĕн вара "Строймонтаж" общество яваплă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсем (мĕнпур хăтлăха шута илсе) 10 миллион тенке ларнă.

Иван Борисович хăйĕн ĕçлĕ çулçỹревне савăнăçлă мероприятипе вĕçлерĕ, нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çуртпа тивĕçтермелли программăпа килĕшỹллĕн Реис Яфизовсен çемйи валли хăпартнă хăтлă çуртпа паллашрĕ. Хăйĕн шухăшне те палăртмасăр хăвармарĕ, Патăрьелсене ĕçченлĕхшĕн, хастарлăхшăн, кăмăллă пулнишĕн тав турĕ.

_ Ку вăл йăлтах пирĕн нумай нациллĕ халăхăмăр район, республика экономикине тĕреклетессишĕн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен килет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче эпир кашни çемье тивĕçлĕ тимлĕх илтĕр тесе тăрăшатпăр,_ палăртрĕ Николай Глухов.

А. ЕГОРОВА.

(Сăн ỹкерчĕксене администраци сайтĕнчен илнĕ)

Хуçалăх çитĕнĕвĕсем:

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1192 гектар (101 процент), кĕрхисене 380 гектар (118 процент), çĕрулмине 200 гектар (100 процент) çитĕнтернĕ.

Вăтам тухăç пĕрчĕллисен _ гектартан 24 центнер, çĕрулмин _ 255 центнер.

Хуçалăхра 888 гектар пропашной культура, вĕсенчен 300-шĕ _ сахăр кăшманĕ.

Паянхи куна 183 тонна утă, 2300 тонна сенаж хатĕрленĕ.

Кĕрхисен никĕсĕ _ 80 гектарта, 882 гектарта çĕртме сухи тунă.

Хуçалăхра шултра мăйракаллă выльăхсем 550 пуç, вĕсенчен сăвăнаканни _ 200 ĕне.

Сакăр уйăхра вăтамран кашни ĕнерен 3842 килограмм сĕт суса илнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика