09 сентября 2015 г.
Эпĕ аслă ăру çынни. Вăхăтĕн-че нумай çул ял хуçалăх предприятине те ертсе пынă, хуçалăхра ытти должноçсенче те тăрăшнă. Яланах вырăнта ĕçленĕрен, мана республика, район ертỹçисен политики, вĕсен ĕç программи тăтăшах кăсăклантарнă. Тивĕçлĕ канăва кайни тахçанах пулин те, хамăрăн республика аталанăвне питĕ тимлĕ сăнатăп. Чăваш Ене Михаил Игнатьев Пуçлăх пулса ертсе пыма тытăннăрапа ял çыннин пурнăçĕ ырă енне улшăнни, çĕнĕрен те çĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем, сывлăх учрежденийĕсем хута кайни, çулсем тирпейленни, çав вăхăтрах ял хуçалăх предприятийĕсенче кучухнехи çĕнĕ проектсемпе витесем ĕçлеме пуçлани, тĕрлĕрен хранилищĕсем хушăнса пыни чăн малтанах пирĕн Республика Пуçлăхĕн хисепĕ ỹсни. Юлашки пилĕк çулта республика территорийĕнче 100е яхăн инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме пултарни, çав вăхăтрах 12 пин çын валли пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем тупса пани хăйех Михаил Васильевич халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшнине çирĕплетсе парать. Республика экономикине 130 миллиард тенкĕ укçа-тенкĕ хывнă. Çакнашкал тĕслĕхсене тата нумай илсе кăтартма пулать.
Хальхи вăхăтра пирĕншĕн чи кăмăлли тата пĕлтерĕшли _ Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьевăн курăмлă ĕçне Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче те пысăк хак пани. Информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсен 2015 çулхи июль-август уйăхĕсенчи ĕçне хаклакан черетлĕ тĕпчев кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хăйĕн позицийĕсене çирĕплетнĕ, 25-мĕшĕнчен тăватă йĕрке çỹлелле хăпарса 21-мĕш вырăн йышăннă. Çакă пирĕншĕн тата ытларах кăмăллă, вăл пирте пысăк шанăç, ырă малашлăх çуратать.
Тепĕр шухăшăма та палăртса хăварасшăн. Çак кунсенче çеç Михаил Игнатьев 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕ пуласси çинчен калакан Указа алă пусма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Пархатарлă шухăшшăн питĕ хĕпĕртерĕм. Çак идея каллех чунне парса ĕçлекен халăха тав тăвассипе, вĕсен ят-сумне ỹстерессипе çыхăннă.
Федор МЕДВЕДЕВ, ĕç ветеранĕ, район администраци пуçлăхĕн канашçи, районăн хисеплĕ çынни.
Тăрăн ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)