05 сентября 2015 г.
Патăрьел районне республикăра чылайăшĕ паттăр ен пулнипе пĕлеççĕ. Ку чăнах та çапла тесе шутлатăп. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ĕçре çеç мар, спортра та пултаруллă та кăтартуллă маçтăрсем пулни кăмăллă. Çакă чăн малтанах районта йĕркелекен спорт мероприятийĕсенче те курăнать. Эпĕ çулсем шултăраланса пынине пăхмасăрах районта иртекен кашни массăллă спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма тăрăшатăп. Район администраци пуçлăхĕн тата "Авангард" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн пыракан çăмăл атлетсен эстафетине йăлана кĕртнине, ватти-вĕтти сывлăх кунĕнче старта тăнине питĕ ырлатăп. Çакнашкал ăмăртусене çынсене тата йышлăрах явăçтарсан та аван
МИХАИЛ ЗАЙЦЕВ, спорт ветеранĕ. Треньел ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)