02 сентября 2015 г.
"Исток" агрофирмăн базинче хурт-хăмăрçăсен çуллен пулакан семинар-канашлăвĕ "Вĕлле хурчĕн вĕçĕ-хĕррисĕр асамлă вăйĕ" ятпа иртнĕ. Унта Улатăр, Элĕк, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Вăрнар районĕсенче, Пăва, Хусан, Чĕмпĕр хулисенче пурăнакансем те хутшăннă.
Мероприятие район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков уçнă. Вăл малтанах районта ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе, вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев _ ял тăрăх пурнăçĕ, малашлăхри тĕллевĕсем, "Исток" агрофирмăн директорĕ А. Илюткин хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă.
Семинар-канашлăва çавăн пекех районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Патшалăх ветслужбин Патăрьел зонинчи ветлаборатори директорĕ Л. Ефимова, Н. Пирожков зоотехник-консультант хутшăннă. Николай Петрович районта вĕлле хурчĕ тытакансем çуллен йышланса пынине, кăçал пĕр вĕллерен вăтамран 60 килограмм пыл юхтарнине пĕлтернĕ.
Чĕмпĕртен килнĕ И. Филиппов апитерапевт "ылтăн" хуртсен сăннисемпе çынсене сиплесси тата унăн усси çинчен сăмах пуçарнă.
_ Пирĕн тĕллев _ хурт-хăмăрçăсене ĕçлеме услови туса парасси. Сирĕн вара хăвăрăн опытăрпа çамрăксене тата ĕçлеме пуçăнакансене паллаштармалла, _ тенĕ М. Калмыков канашлура.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)