02 сентября 2015 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр вучĕ кĕрлеме чарăннăранпа 70 çул çитрĕ пулин те Вера аппан чĕринче çав синкерлĕ кунсем халĕ те асрах тăраççĕ, лăпкăн çеç пурăнма памаççĕ. Иртнĕ вăхăт куçĕ умне тухса тăрсан куççулĕ те тумлать, кăмăлĕ те пусарăнать.
Кĕçĕн Патăрьелĕнчен вăрçа 126 çын тухса кайнă. Вĕсем хушшнче пĕртен-пĕр хĕрарăм _ Вера Николаевна Тихонова _ пулнă.
Вера аппа 1923 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхнĕ: колхоз хирĕнче çум çумланă, тырă вырнă, çапнă... Çемьере 5 ача çитĕннĕ, вăл _ чи асли. Ун хыççăнхисем пурте арçын ачасем çуралнă. 10 класс пĕтернĕ хыççăн, шкулта лайăх вĕреннĕ пулсан та, укçа енчен хĕсĕккипе малалла вĕренеймен. Çамрăклах спортпа туслашнă. Уйрăмах çăмăл атлетикăпа интересленнĕ. Район чемпионки ята тивĕçнĕ. Республикăри ăмăртусене те нумай хутшăннă. Вăрçă пуçланнă чухне Вера аппа 18 тултарнă. 1942 çулта унăн Митя шăллĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса каять. Ялти вăй питти арçынсемпе пĕрлех хĕрсене те çар комиссариатне комисси тухма чĕнме пуçлаççĕ. Вера Николаевнăна та декабрьте повестка тыттараççĕ. Акă мĕнлерех аса илет вăл вăрçă кунĕсене:
"Ялтан пире Мария Александровна Воробьевăпа чăваш йăли-йĕркипе салтака ăсатрĕç. Мускавра Маюка килне каялла ячĕç.
Эпĕ вара зенит артиллерин 52-мĕш дивизине лекрĕм. Вăл Мускав облаçĕнчи Молоково районĕнчи Коробово ялĕнче вырнаçнăччĕ. Йĕри-тавра вăрман. Çĕр пỹртсенче, типĕ курăк тултарнă михĕсем çинче çывăрса пурăнтăмăр. Эпир çитсен арçынсене вăрçăн малти линине ăсатрĕç. Пире вĕсем вырăнне вырнаçтарчĕç. Стройпа пыракан салтаксем пурте йĕреççĕ, пирĕн те куççуль шăпăртатса юхать. Эпĕ прибор çинче наводчица пулнă. Нимĕç самолечĕсем мĕнле маркăллине, мĕнле хăвăртлăхпа вĕçнине тата ытти кăтартусене пăхнă. Питĕ хăрушăччĕ. Фашистсен самолечĕсене сассисенчен уйăрма вĕренсе çитнĕччĕ. Сыхлама черетпе тухаттăмăр.
Дежурствăраччĕ эпĕ ун чухне. Пăхатăп, аслă çулпа кĕрнеклĕ пĕр арçын килет.
_ Чарăн, кам килет?! _ тетĕп. Чĕнмест, малалла утать.
_ Чарăн! _ тесе тата хытăрах кăшкăратăп. Утма чарăнчĕ. Полк командирĕ пулнă иккен. Тепĕр кунне мана стройран тухма ыйтрĕç. "За хорошее несение караульной службы" текен тав хутне пачĕç.
Манпа пĕрле хамăр район хĕрĕсем те пурччĕ. Малтан пĕр курман, палламан çынсемпе çав тери туслă пурăнтăмăр. Туçа ялĕнчи Перасковия Гавриловна Телегина, Вăтаелĕнчи Мария Сильвестровна Ложкина, Тикешри Нина Семеновна Казенова, Канашри Антонина Артамонова тăванран та хаклăрах пулса тăчĕç Пурте пĕрле кайрăмăр, пĕр çĕре лекрĕмĕр, пĕрлех таврăнтăмăр.
Час-часах çĕр варринче тревога паратчĕç. Сиксе тăраттăмăр та хăвăртарах приборсем патне чупаттăмăр. Хĕлле те, çулла та ураран атă хывман. Çăматă курман. 18-20 çулхи хĕрсем икĕ çул çурă çĕр пỹртре пурăнтăмăр. Калама çеç çăмăл, чăтма вара питĕ йывăр. Çапах та тỹснĕ. Тăван кил, ял, çара уран чупнă улăх-çаран, ял çумĕпе юхакан Пăла аса килсен тăшмана тĕп тăвас шухăш тата вăйланатчĕ, чĕрем курайманлăхпа тулатчĕ. Çĕнтерессе яланах шаннă.
Ялти вырăс хĕрарăммисем чĕкĕнтĕр, кавăн лартса ỹстеретчĕç. Вĕсем пире пĕрмаях мĕн те пулин пама тăрăшатчĕç.
"Кушай пареную тыкву, свеклу", _ тесе алăран тыттаратчĕç. Мĕн тери тутлăччĕ вĕсем! Ун чухне пирĕн патăрта пахча çимĕçран хатĕрлеме пĕлмен".
Тăван яла Вера Николаевна 1945 çулхи июль уйăхĕнче таврăннă.
_ Мана килте никам та кĕтмен. Çурăм хыçне кутамкка çакнăскер яла пырса кĕтĕм. Асаннесем умĕнче вылякан ачасем хушшинче Санькка та пулнă иккен. Вăл мана палласа илсе асаннене эп çитнине пĕлтернĕ. Тĕл пулнишĕн савăннипе пĕр-пĕрне ытлала- ытала йĕтĕмĕр.
Вăрçă хыççăн Вера Николаевна нума çул райпора ĕçленĕ. Шупашкарти коопераци техникумĕнче куçăмсăр майпа пĕлỹ илнĕ. Тăрăшулăхĕшĕн вăл Мускаври ял хуçалăх куравне кайса курма тивĕçнĕ. Каярах ДЭУ-ра заправщицăра вăй хунă, çакăнтанах пенсие кайнă.
Кун-çулĕ çăмăл пулман Вера аппан, çапах та пуçне усман. Пĕр хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Икĕ мăнукĕ, тăватă кĕçĕн мăнукĕпе паян савăнса пурăнать. 90 çултан каçнăскер хăй тĕллĕнех çỹрет, вăй çитнĕ таран пахчара тăрмашать. Вера Николаевна куçлăхсăрах "Авангард", "Хыпар" хаçатсене малти страницăран пуçласа вĕçне çитиччен юратса вулать. Украинăри паянхи лару-тăрушăн питĕ пăшăрханать. "Çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ. Туслă пурăнăр, ачамсем! Килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест.
Н. Александрова, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)