Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Патăрьелсене çанталăк условийĕ парăнтараймĕ"

02 сентября 2015 г.

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пулнă, "Исток", "Батыревское", "Звезда" хуçалăхсенче пулса вырма ĕçĕ тата пропашной культурăсене пухса кĕртес ĕç мĕнле пынипе кăсăкланнă.

"Исток" агрофирмăра ку чухнехи меслетпе тăвакан 200 ĕне вырнаçмалăх фермăна хăпартакан строительсен ĕçĕпе паллашнă хыççăн ведомство министрĕ хуçалăхри сахăр кăшманĕн тата уй-хир "пики" шутланакан кукуруза анисемпе, пропашнойсем Патăрьелсене мĕнле савăнтарнипе паллашнă, вĕсене начар мар хак панă.

Патăрьелсене çанталăк условийĕ парăнтарайманнине ял хуçалăх министрĕ "Батыревское" хуçалăхра та курса ĕненнĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" çитĕнтерсе илес тĕлĕшпе асăннă хуçалăх пуян опыт пухнă темелле. Кăçалхи тухăç та аван. Сергей Владимировичпа район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов тата хуçалăх ертỹçи Петр Ялуков çĕнĕ çĕр улми управĕпе, выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрленипе те паллашнă, пур çĕрте те йĕрке те тирпей пулнине хăйсен куçĕпе курса ĕненнĕ.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче çеç асăннă хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçарма виçĕ управ тунă, унсăр пуçне Сăкăтра, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕнче те çакнашкал хранилищĕсем пур.

"Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ял хуçалăх министрĕ кун йĕркинчи темăна малалла тăснă: обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăра шанчăклă та пуян рационлă апат хатĕрленипе, кĕрхи культурăсен никĕсе хывнипе паллашнă.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика