15 августа 2015 г.
Мария Яковлева Упамса ялĕнче çуралса ỹснĕ. Амăшĕ вилсен Тăрăна куçса килнĕ те çамрăклах чиркỹ çулĕ çине тăнă. Уçă саслă хĕр часах хорта сопрано (дискант) кĕввипе юрлама хăнăхнă. Çĕршыври тĕрлĕ мăнастырьпе чиркĕве кĕл тума çỹренĕ, нумай çынна Турă енне çавăрнă. Вĕсен хушшинче священниксемпе чиркỹре юрлакансем те пур. Каярахпа Мария монахиня ятне илнĕ. Аллă çул Тăрăнти чиркỹре юрланă. Çак кунсенче (августăн 2-мĕшĕнче) йывăр чире пула Мария анне пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Ăна кĕл туса ăсатма 7 священник, ял-йыш, тăван-пĕлĕшĕ, Чăваш Енпе Тутарстанри чиркỹ çыннисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ун ячĕпе литурги кĕллипе аслă панихида ирттерчĕç. Петр Иванов протоирей Мария монахиня пурнăçĕ Турра ĕненекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулни çинчен каларĕ.
Л. Лялькин. Тăрăн
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)