25 июля 2015 г.
"Исток" Тăрăна, Кĕçĕн Патăрьелне, Треньелне пĕрлештерсе тăракан "Исток" çĕр ĕç фирми районта ура çинче тăн-тăн тăракан хуçалăхсенчен пĕри. Вăл 2005 çулта "Була" ял хуçалăх предприятийĕн никĕсĕ çинче никĕс-леннĕ. Çавăнтанпах ăна А. Илюткин ертсе пырать.
Республикăра çулленех чи лайăх 100 хуçалăха палăртаççĕ. "Исток" агрофирмăна юлашки çулсенче яланах списока кĕртеççĕ. Пĕлтĕр вăл 22-мĕш вырăнта тăнă. Районти хуçалăхсенчен пĕрремĕш пулнă.
Хуçалăхăн малтанласа 1000 гектара яхăн çĕр пулнă, Треньелсем те арендăна панă хыççăн лаптăк 1500-е çитнĕ. Агрофирмăра пур отрасле те аталантарса пыраççĕ, çакă кăтартусенчен питĕ лайăх курăнать. Пĕлтĕрхи шăрăхра пĕрчĕллĕ культурăсем пĕр гектартан 33,3 центнер, çĕр улми 140 центнер тухнă. Çулталăкра пĕр ĕнерен 5433 килограмм сĕт сунă, выльăхсем талăкра вăтамран 657 грамм ỹт хушнă.
Ферма кĕрсен мĕн сас лайăх?
Агрофирмăн Тăрăнта вырнаçнă витисенче туллиех выльăх тăнăран чăннипех те чун савăнать. Кунта паяна ĕне-выльăх 613 пуç, унтан сăваканни _ 200. Кĕтĕве çĕнетес тĕллевпе пĕлтĕр Тутар Республикинчен ăратлă пушмак пăру 27 пуç, Елчĕк районĕнчен _ 30, Шупашкар районĕнчен 10 пуç илсе килнĕ. Вĕсем пурте пăруласа йыш хушнă. Хуçалăхра сĕт сахал параканнисене, чирлисене тỹрех какая ăсатса пыраççĕ. Пĕр ĕне вăтамран 17-18 килограмм сĕт антарать. Кăтарту районта чи лайăххисенчен пĕри. В. Михеева, Н. Михеева, Л. Солдатова, Г. Соловьева дояркăсем пĕлтĕр вăтамран 5000 килограмм ытла паха шĕвек сунă. Продукци илесси пысăк пулни апат рационĕ пуяннипе те çыхăнни каламасăрах паллă. Çуллахи вăхăтра та выльăхсене тырă фуражне, патокăна, улăма, симĕс курăка, дробинăна АКМ-9 миксерпа пăтратса, типĕ жома шывра ислетсе параççĕ. Хĕле валли çулленех çителĕклĕ апат хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăта кунта тырă сенажĕн пĕр ямине тултарнă, теприне люцернăран хума пуçăннă. Хуçалăхăн пурĕ виçĕ яма, выльăх йышне ỹстерме тĕллев лартнăран тăваттăмĕшне те тума пуçланă. Сенажа таптакан 4 трактор талăкĕпех ĕçлеççĕ: иккĕшĕ _ иртен пуçласа каçчен, тепĕр иккĕшĕ _ çĕрĕпе. Çамрăк пăрусене валли те утă çителĕклĕ янтăланă.
Витесенче пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Санитари кунĕсене ирттерсех тăни тỹрех сисĕнет. Транспортерсем лайăх ĕçленĕрен тислĕке купаланса вырттармаççĕ. Хĕл каçа пухăннине хире кăларма та ĕлкĕрнĕ. Хуралтăсене сивĕ кунсем çитиччен юсаса пĕтернĕ. Çавăн пекех агрофирмăра 400 ĕне вырнаçмалăх тата икĕ вите тума палăртнă. Пĕри кăçалхи тăваттăмĕш кварталта хута каймалла. Вăл йăлтах паянхи кун ыйтнă пек пулĕ. Ĕнесене сумалли ятарлă зал та тăваççĕ. Унта харăсах 24 выльăх кĕрсе тăрать. Хăшĕ мĕн чухлĕ сĕт антарнине компьютер çырса пырать. Хуçалăха вăй хума килес шухăшлисене кунта хапăлласах йышăнаççĕ. Çавăн пекех çĕнĕ çĕрте ĕçлеме тепĕр АКМ-9 миксер (вăл малтанхинчен пысăкрах) тата апата хăйех тиекен трактор (КУМ-10) туяннă.
Кăнтăрла ĕнесен пĕр ушкăнĕ _ кĕтỹре, пĕлтĕр çеç туяннисем уçăлма кăлармалли лаптăксенче çỹреççĕ. Сăмах май, вĕсенчен иккĕшне тата выльăхсене виçмелли, ветеринари профилактикисене ирттермелли, йăхтармалли пỹлĕме кăçал çеç хута янă.
Пăрусем тăракан витесене те кĕрсе тухма кăмăллă. Тăраниччен апат çинĕрен пĕчĕкскерсем, йĕтĕр пек якаскерсем, лăпкăн кăна выртаççĕ. Вăйĕсене ниçта хурайманнисем çеç пĕр-пĕрне тĕкмелле выляса илеççĕ. Вĕсен сывлăхĕсене Р. Араев ветеринари ĕçченĕ тĕрĕслесех тăрать. Кăшт йăшнисене вăл çийĕнчех сиплет. Н. Ибетов, А. Токсарова, А. Кузьмина, М. Яковлева пăру пăхакансем те хăйсене шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕр 100 ĕне пуçне 94,5 процент пăру илнĕ.
Сахăр кăшманĕ _ тупăш çăл куçĕ
Агрофирма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене те чылай çитĕнтерет. Пĕлтĕр кунта кĕрхи культурăсене 400 гектара яхăн акса хăварнă. Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышшисене 410 гектар никĕсе хывнă. Çĕр улми 200 гектар йышăнать. Акнă-лартнă культурăсенчен тупăш кĕртес тесе вăрлăха та çĕнетсех тăраççĕ. Тухăçа ỹстерес тĕллевпе минераллă удобренисем, гербицидсем сапаççĕ. "Исток" агрофирма çавăн пекех районта сахăр чĕкĕнтĕрне пысăк лаптăкра туса илекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Вĕсене çитекенни республикăра та урăх çук тесен те йăнăш мар. Тымар çимĕçе ятарлă комбайн кăларать. Кăшмана Чăнлăри тата Пăвари сахăр завочĕсене ăсатаççĕ. Тăрăшса вăй хунине кура хуçалăх "2013 çулта Раççейри сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илекен чи лайăх хуçалăх" пĕрремĕш степеньлĕ диплома, ĕç сыхлавĕпе виççĕмĕш степеньлине илме тивĕçнĕ. Кăçал çур акине вăхăтра тата пысăк шайра ирттернĕшĕн район администраци пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн диплом панă.
О. ПАВЛОВА.
М. АЗИЗОВ, хуçалăх зоотехникĕ:
"Малашне кăтартусене тата та лайăхлатма палăртатпăр. Дояркăсем çулталăкри сăвăма 6 пин килограмран ирттерес кăмăллă. Çĕнĕ витесенче ĕçлеме пуçласан хавхалану тата та ỹсет. Çитĕнỹсем тума пире пĕрле килĕштерсе вăй хуни, пĕр-пĕрне ăнланни, ĕçлекенсен стажĕ пысăкки те нумай пулăшать. Э. Ахметов ферма заведующийĕ те ĕçе пĕлсе йĕркелесе пырать".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)