15 июля 2015 г.
ЫРКĂМĂЛЛĂХĂН çăл куçĕ нихăçан та иксĕлмест теççĕ. Чылай чухне вăл лайăхпах, ырăпах каялла таврăнать. Патăрьелĕнчи ветеринари станцинче тăрăшакансем сăваплăхпа çыхăннă районти мероприятисене хутшăнса яланах тĕслĕх кăтартаççĕ.
Хальхинче вĕсем çăмăл алăллисем пулнă темелле. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен кантур ĕçченĕсем Тăрăнта тĕпĕ-йĕрĕпех пушарта çунса кайнă хуçалăх пирки хыпар илтсенех коллективпа кар пуçтарăннă, йывăр инкеке çакланнă çемьене пулăшма шут тытнă. Ун пек чухне кирек кам алă тăсни те вырăнлă-çке. Ветеринарсен пысăках мар ушкăнĕ пуçтарса панă укçа çурт никĕсне яма çитмест, паллах. Çапах та кашниех çын хуйхине вĕсем пек чĕре çывăхне илсе йышăнни çемьене ура çине тăма, вĕсен йывăрлăхне пĕчĕклетме пулăшатех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)