Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр кăшманĕ хуçалăха чапа та кăларчĕ

27 июня 2015 г.

РАЙОНТИ "Исток" çĕр ĕç фирми сахăр кăшманĕ акса çитĕнтерес тĕлĕшпе ыттисене хăйсен опычĕпе çăмăллăнах паллаштарма пултарать. Асăннă хуçалăх пропашной культурăн технологине алла илни вунă çул ытла та ĕнтĕ. Унтанпа Кĕçĕн Патăрьелсем ку чухнехи техникине те çĕнетрĕç, специалисчĕсен пĕлĕвне те ỹстерчĕç... Пылак çимĕç тунă çĕре каякан культурăна туса илес тĕлĕшпе пикенсе ĕçлени харама каймарĕ. Сахăр кăшманĕ вĕсене чапа та кăларчĕ темелле. Çак кунсенче Раççейри ял хуçалăх министерствипе сахăр туса илекенсен Пĕрлешĕвĕ "2014 çулта Раççейре сахăр кăшманĕ туса илекен чи лайăх хуçалăх" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта вара пирĕн "Исток" çĕр ĕç фирмин ячĕ те пур (ертỹçи А. Илюткин). Иртнĕ çул вĕсем кашни гектартан 390 центнер пылак тымарçимĕç çитĕнтерсе илнĕ. Сăмах май каласан, çак списока Улатăр районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕ те кĕнĕ. Унăн тухăçĕ пирĕннинчен самай пĕчĕкрех _ гектартан 239 центнер.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика