10 июня 2015 г.
Ман çĕршывăм çине фашистсем тапăнсан,
Пирĕн пуç тĕлĕнче вут-çĕлен шăхăрсан,
Хаяр вăрçă пуçларĕ хăрушă тăшман,
Кун пекки халĕччен нихăçан та пулман.
Салтаксем пуçне хучĕç мĕльюн та мĕльюн,
Çĕр çине шыв пек юхрĕ хĕрлĕ юн.
Аннесем, ачасем юлчĕç сĕм тăлăха,
Çитсе çапрĕ инкек çĕршыври халăха.
Хуласем ишĕлетчĕç, çунатчĕç ялсем,
Çурăлатчĕç пиншерĕн снаряд-бомбăсем.
Вутпа çулăм кĕрлетчĕ йĕри-таврара,
Чарăнман пурпĕр пурнăç фронтра та тылра.
Кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ çынсем тар тăкса,
Фронт валли тырă тунă, ỹстернĕ акса,
Ăшă тум, укçа-тенкĕ пуçтарнă куллен,
Пĕр-пĕрне пулăшма чупнă йывăр килсен.
Окоп чавнă хĕлле таккаса шăн çĕре,
Вăрман каснă хĕрсем шартлама сивĕре.
Ватăсем, вĕтĕсем пĕр ĕçрен те юлман,
Пурнăç йывăр пулсан та никам нăйкăшман.
Шелсĕр вилĕм пăхатчĕ куçран кашни кун,
Нушапа, хуйхăпа татăлать чĕрĕ чун.
Лашасем вырăнне вăкăр кỹлнĕ лавпа,
Вăрмана вутта кайнă çара çунапа.
Çăкăр çук, тăвар çук, çимелли юр-вар çук,
Краççын çук, шăрпăк çук, хутма вутă та çук,
Сахăр çукчĕ ялан чей ĕçме каçпа ир,
Кавăнпа çĕр улми çисе ỹснĕ эпир.
Виç кĕтеслĕ çыру пурте кĕтнĕ фронтран:
Аттерен, пиччерен, салтакри ывăлран...
Вилнĕ хут час-час килнĕ _ куççульлĕ хыпар
_ Хурлăх йывăр чăтма,
Турă, тỹсĕмлĕх пар. Ç
ĕр çине выртса йĕнĕ салтак-арăмсем,
Чĕр нуша курса ỹснĕ вĕсен ачисем.
Тискер вăрçă пĕрлештернĕ пире
Вăй хурса ĕçлеме туслăн пĕр çемьере.
х х х
Пĕтĕм халăх вăй хунă ялта, хулара,
Пĕр канмасăр ĕçленĕ хирте, заводра,
Вăрçăра юн тăкса, чăн хастарлă ĕçпе
Пĕрле утнă ялан Çĕнтерỹ çулĕпе.
Левитан сассине шăп тăрса итлеме,
Вăрçăри хыпара пит васкавлăн пĕлме,
Пухăнатчĕç çынсем репродуктор умне
Е вулатчĕç пĕрле хаçатра çырнине.
Юнлă тар шăварса, çулăмпа шăратса,
Çĕнтерỹ хĕççине кунран-кун туптаса,
Хатĕрлерĕ çĕршыв хĕç-пăшал çапăçма,
Хурахсен йăвине тĕппипех аркатма.
Вăрçă вучĕ ăшне кĕнĕ пирĕн салтак,
Малалла уçнă çул _ каялла эс ан чак.
Пирĕн халăх нихçан шанчăка çухатман,
Хура юнлă тăшман умĕнче пуç тайман.
Йывăр пулчĕ хаяр тăшмана çĕнтерме, В
ыçлăха е блокада тỹссе ирттерме.
Вăйне пухрĕ çĕршывăм, хăюллăн тăрса,
Гитлер çарĕ путланчĕ юнпа чыхăнса.
Совет çарĕ çĕнтерчĕ тискер тăшмана,
Парăнтарчĕ йăлтах фашистла Берлина,
Вăрçă витĕр тухса Çĕнтерỹ ялавне
Вырнаçтарчĕ ылханлă рейхстаг тăррине.
Вăрçă хирĕ паян сирĕлми шăплăхра,
Масарти салтаксем вăранми ыйхăра.
Никама та манман, нимĕн те манăçман,
Чи усал тăшмана паттăрсем парăнман.
Çĕнтерỹшĕн пуç хунă хастар салтака
Чысласа пуç таятпăр кашни палăка.
Паттăрсен ячĕсем ялан пирĕн асра,
Вĕсене асăнатпăр кашни уявра.
Вăрçăри паттăрсем тăрса юлчĕç сахал,
Ан хурлан, ват салтак, сан телейлĕ раскал:
Тĕнчене эс хăтартăн усал пусмăртан,
Пурнăçа сыхламашкăн пулас вăрçăран.
Л. Лялькин. Тăрăн ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)