06 мая 2015 г.
ăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ, хăй пурнăçне Христос чиркĕвĕшĕн панă Анатолий Сорокин протоиерей ятне халăхра пурте пĕлеççĕ, хисеплесе асăнаççĕ. Духовнăй академире аслă пĕлỹ илнĕ священник, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче настоятель тата Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ пулса ĕçленĕскер, 46 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче чиркỹ тăшманĕсем ăна тискеррĕн вĕлернĕренпе 5 çул çитрĕ.
Вăл вилнĕ кун Тимешри чиркỹре асăну кĕлли иртрĕ. Ăна Канаш тата Улатăр епархийĕсен пуçлăхĕсем Стефанпа Феодор епископсем ертсе пычĕç. Кĕлĕре Чăваш Енрен пухăннă священниксен (40 çынлă) пысăк ушкăнĕ тата Анатолий аттен çемйипе çывăх тăванĕсем, чиркỹ çыннисемпе Турра ĕненекенсем йышлăн пулчĕç. Аслă литурги хыççăн Анатолий протоиерей ячĕпе аслă панихида кĕлли иртрĕ. Стефан епископ асăну сăмахĕ каларĕ.
Ăна вĕлернĕ вырăна лартнă часовня умĕнче тата Тăрăн чиркĕвĕ çумĕнчи Анатолий аттен вилтăпри çинче икĕ владыка священниксемпе, чиркỹ çыннисемпе тата халăхпа пĕрле кĕске панихида (лития) кĕлли турĕç. Л. ЛЯЛЬКИН
ăн ялĕнче çуралса ỹсрĕн,
Этем шăпине ăнланса илтĕн.
Турă сăмахне чĕрене хыврăн,
Чиркỹ çулĕпе тăрăшса утрăн.
Туррăн пиллĕхне çынсене патăн,
Хуйха-савнăçа пĕрле пайларăн.
Хăвăн пурнăçна Турăшăн патăн,
Туррăн халăхне куç пек сыхларăн.
Престол умĕнче кĕлĕ тăваттăн,
Миçе чиркĕве пăхса тăраттăн.
Эс пирĕн атте, ырă кĕтỹçĕ,
Пире вĕрентсе ăс параттăнччĕ.
Хăрушă вилĕм çапса ỹкерчĕ,
Чи усал тăшман сана пĕтерчĕ.
Христос асапне тỹссе ирттертĕн,
Юнпа çăвăнса чиркỹре вилтĕн.
Сана вĕлерчĕç тискер тăшмансем,
Усал чурисем, шуйттан тарçисем.
Савнă мăшăру, ырă ачусем
Юлчĕç тăлăха çамрăк папкасем.
Сивĕ çил касать, йывăç авăнать,
Саншăн хуйхăрса, халăх хурланать.
Мĕн чухлĕ чиркỹ, ĕненекенсем
Ырă хуçасăр тăлăха юлчĕç.
Çывăх тăвансем, санăн тусусем
Сан çине пăхса куççуль юхтарчĕç.
Ырă кĕтỹçĕ пирĕншĕн пултăн,
Пире тăлăха мĕншĕн хăвартăн?
Ырă ĕçỹпе мухтава тухрăн,
Хĕресне йăтса çỹле улăхрăн.
Çĕр çинчи чиркỹ саншăн кĕл тăвать,
Турра йăлăнса сана асăнать.
Турă умĕнчи çутнă çурта пек
Сан яту çунать çỹлти çăлтăр пек.
Сан таса чуну райра пурăнтăр,
Пирĕн ятсене унта асăнтăр.
Саншăн чиркỹре çуртасем çутса,
Кĕлĕ тăватпăр, сана асăнса.
Сан таса ятна асра тытăпăр,
Сăваплă ĕçне ĕмĕр манмăпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)