Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, вăрçă паттăрĕсем!

25 апреля 2015 г.

Тăрăнта пурăнакан Думилинсен çемйинчен ултă ывăл вăрçа тухса кайнă...

74 çул каялла фашистла Германи пирĕн çĕршыва аркатассишĕн тапăнса кĕнĕ. Анчах Совет халăхĕ пĕр çын пек пулса хирĕç тăнă. Хăрушă вăрçă чи малтанах Тăрăн ялĕнчи Тарьепе Микула Думилинсен килне пырса шакканă. Ултă ывăлне каялла çĕнтерỹпе таврăнма пил парса ăсатнă ашшĕпе-амăшĕ ял-йышпа пĕрле.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех 5 ывăл пĕрин-хыççăн тепри тухса кайнă. Июльте вара кĕçĕннине, Николая, повестка параççĕ.

Думилинсем 1941 çулхинех Александр хыпарсăр çухални пирки пĕлеççĕ. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче _ Алексей, 1942 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче Иван ячĕпе хурлăхлă хыпарсем çитеççĕ. Кăшт вăхăт иртсен, октябрĕн 4-мĕшĕнче Степан Ленинград патĕнчи пĕр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Павелпа Николай кăна тăван яла çĕнтерỹпе таврăнаççĕ.

Н. Думилин (ỹкерчĕкре) 1937-1940 çулсенче салтак пăттине çинĕ. Вăрçăра вăл Белорусси фронтне лекет. Телефонист, радист пулнă май яланах малтисен ретĕнче пулнă.

Пĕрре вĕсен батарея штабĕ тăракан вырăнта хаяр çапăçу пулнă. Николай Николаевич унтан чĕрĕ тухасса та шанман.

_ Пирĕн килĕмĕр хĕвеле хирĕç. Аттепе аннене пăхса пурăнма чĕрĕ хăвар мана, _ тилмĕрсе ыйтнă вăл Турăран.

Снаряд ỹксе çурăлать. Батарея штабĕн командирĕпе нумай салтак выртса юлаççĕ вăрçă хирĕнче.Тăрăн каччи те йывăр аманать, çапах та сывă юлать. "За отвагу" медале тивĕçет фронтовик. Мĕн вăрçă пĕтичченех фашистсемпе вăл çапăçать. Темиçе хутчен те пысăк та хăрушă çапăçусене кĕрет. Украина, Хĕвел тухăç Пруссине ирĕке кăларма хутшăнать. Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. "За взятие Кенигсберга", "За победу над Германией" медальсем тата "Орден Отечественной войны III степени" наградăсем илет.

Вăрçă чарăнсан, 1945 çулта, килне таврăнать çĕнтерỹçĕ-салтак. Хăй пĕлекен ĕçех кỹлĕнет. Патăрьелĕнчи линипе техника цехĕнче (ЛТЦ-12) телефон, радио тỹрлетекен монтер пулса ĕçлеме пуçлать, çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухать.

1946 çулта Патăрьел хĕрĕпе Валентинăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Николай Николаевича Турă, хăй ыйтнă пекех, суранланнă пулсан та, 90 çула çитиччен пурăнма сывлăх парать. Халĕ вара тĕп килте ывăлĕ йăва çавăрнă. Анатолий Николаевич районта гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе _ Галина Димитриевнăпа _ виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Алă усса лармаççĕ, картиш тулли выльăх усраççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Анатолий Николаевич Тăрăн ял тăрăх депутачĕ.

Павел та вăрçăран суранпа таврăннă. Мăшăрĕпе _ Вера Ивановнăпа _ 9 ачана кун çути парнеленĕ. Тăрăнта халь Петрпа Николай çемйисемпе пурăнаççĕ.

Петр Павлович Чернобыльти атом электростанцинчи аварине ликвидацилеме хутшăннă, вăл Тăрăн ял старости. Думилинсем обществăлла ĕçсене пурте хастар хутшăнаççĕ.

Вăрçă паттăрĕсем, сирĕн ятăрсем "Астăвăм" кĕнекере те çырăннă. Вăл çеç те мар, ачăрсен, мăнукăрсен, вĕсен ачисен, çывăх тăванăрсен асĕнче те ĕмĕрех упранĕç.

Н. АЛЕКСАНДРОВА. Патăрьел

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика