Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутлă апат пĕçерме ăсталăх кирлĕ

09 февраля 2013 г.

Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Татьяна Николаевна Кальметова ирхи автансен сассине хăнăхнă ĕнтĕ. Вĕсенчен те маларах ура çинче вăл. Ир вăраннă кайăк тутă пулнă. Паян та кăвак çутă киличченех вăранчĕ. Ывăлĕсем валли апат хатĕрлерĕ те выльăх-чĕрлĕхне тирпейлесе ĕçе кайма тухрĕ.

Каçхине юр самаях çунă иккен. Ун çийĕн йĕр хăварса Патăрьелне “Юность” столовăйне васкарĕ хĕрарăм. Вăл район центрĕнче халăх йышлă çÿрекен вырăнта вырнаçнă. Кунта туслă коллектив ĕçлет. Апатланма килекенсене яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Илемлĕ залра чуна тыткăнлакан кĕвĕ янăрать. Çынсене нумай кĕттермеççĕ, ыйтăвĕсене хăвăрт тивĕçтереççĕ.

– Чăн та, юлашки çулсенче суту-илÿ вырăнĕсем, кафе-столовăйсем чылай уçăлчĕç те, ĕçлеме çăмăлах мар. Çапах та халăха хамăр пата явăçтарас тесе тăрăшатпăр. Юбилейсем, çуралнă кунсем, туйсем пулсах тăраççĕ. Наци кухни кунĕсем те ирттеретпĕр,– тет Татьяна Николаевна аслă повар.

Пĕр-пĕрне ăнланнăран ĕçĕ те кал-кал пырать. Кунта пысăк разрядлă, опытлă поварсем вăй хураççĕ. Техĕмлĕ, тутлă апат пĕçерме вĕренсе çитнĕ. Меню пуян. Çăкăр, кукăль-булка, пицца та хăйсемех пĕçереççĕ. Галина Артемьева, Наталья Галкина, Елена Матвеева, Юлия Антонова ĕçре пысăк опыт пухнă.

Буфетри продуктсен ассортименчĕ те пуян. Тепĕр чухне 20-25 тĕсрен та иртет. Елена Солдатовапа Галина Сымова буфетчицăсен ĕç стажĕ пысăк. Ватăсемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ.

Кашни çыннăнах хăйĕн ачалăхĕнче асран кайми самантсем пур. Татьяна Николаевнан та ун пеккисем пулман мар.

Таня район центрĕпе юнашар вырнаçнă Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шел, ашшĕн ăшшине туйса ÿсме пÿрмен ăна. Хĕр ача çулталăк çурăра чухнех çемье пуçĕ çĕре кĕнĕ. Амăшĕн виçĕ ачана пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Çавăнпа та ачасем кăшт ÿссе вăй-хал кĕрсенех, каникулта амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне утнă. Çум çумланă, утă-улăм турттарнă. Повар пулма ĕмĕт тытса Шупашкарти кулинари училищине çул тытнă. Алла диплом илсен икĕ çул агрегат завочĕн столовăйĕнче вăй хунă. Çакăнта шăпах ăсталăха туптанă та вăл. Кÿршĕ ял каччипе, Геннадий Николаевич Кальметовпа пĕрлешсен яла куçса килнĕ, колхоз столовăйĕнче ĕçлеме пуçланă. 2003 çултанпа вара – асăннă обшествăлла апатлану предприятийĕнче.

Чыс-хисеп пĕр кунра килмест, уншăн нумай тăрăшмалла, вăй хумалла. Вунă çул хушшинче Татьяна Николаевнăн та наградисем самаях пуçтарăннă.

Ĕçре çеç мар, килĕнче те матур Т. Кальметова: выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча-çимĕç çитĕнтерет. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, татуллă пурăнса мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтернĕ. Шел, икĕ çул каялла мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ. Халĕ Татьяна Николаевна Сергей тата Вячеслав ывă-лĕсемпе пурăнать. Вĕсем амăшне пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика