Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăлана малалла тăсса

08 апреля 2015 г.

 Треньел каччи Станислав Васильевич Эльмуков паян пирĕнпе юнашар пурăннă пулсан çитес çул аллă çулхи юбилейне паллă тăватчĕ. Анчах шел, вăхăтĕнче сăртлă-туллă Афганистан çĕршывĕнчи хирĕçтăруран та тĕрĕс-тĕкел таврăннă салтакăн шăпи мирлĕ пурнăçра синкерлĕ çаврăнса тухнă...

Ял масарĕнче канлĕх тупни темиçе çул иртнĕ хыççăн Эльмуков рядовоя "За боевые заслуги" медаль шыраса тупнă. Ку вăл шăпах пĕлтĕр пулса иртнĕ. Çемье архивĕнче упранакан "За боевые заслуги" медальпе вăл çар хĕсметĕнченех таврăннă, тепĕр хисеплĕ наградăна вара кăкăр çине чыслă лару-тăрура çакса янине курайман икĕ ача ашшĕ. Çапах та унăн ятне çейипе ачисем, тăванĕсемпе тус-юлташĕсем, ял-йыш паян кун та хисеплĕн упранăран, пĕлтĕр Республикăри Афганистан ветеранĕсен канашĕн обществăлла организацийĕпе воин-афганецсем, Треньелĕнчи шкул коллективĕ, ял канашĕн хастарĕсем Станислав Васильевич ячĕпе ятарласа асăну кунне ирттерме йышăннă. Ырă йăлана малалла тăсса ăна кăçал та йĕркелерĕç. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитес умĕнхи мероприяти хальхинче те асра юлмалла иртнĕ.

Асăну кунĕ ячĕпе пуçтарăннисем спорт тупăшăвĕсенче хăйсен ăсталăхне кăтартма пикениччен "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ А. Краснов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан П. Иванов, ЧР тава тивĕçлĕ учительници В. Алексеева, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев, Афганистанра службăра пулнă ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ И. Иванов тата ыттисем те çакнашкал мероприятисем йĕркелени çамрăксенче патриот туйăмне вăратма, тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулма хавхалантаракан тĕслĕх пулнине палăртрĕç. Салтак ячĕ яланах чыслă та, хисеплĕ те пулнă. Хальхи вăхăтра та çар çыннин ят-сумĕ те пысăк, унăн малашлăх çулĕ те уçă.

Мероприятие районти пограничниксен, десантниксен, сывлăш-çар чаçĕнче службăра тăнисен обществăлла организацийĕсен хастарĕсем те хутшăнчĕç. Юлташĕсемпе пĕрле вĕреннисен ячĕпе районти чикĕ хуралçисен обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ Анатолий Быков тухса калаçрĕ, хăшпĕр хастарсене медальсем парса наградăларĕ.

Станиславăн вилтăпри умĕнче пуç тайнă хыççăн Треньелĕнчи шкул-ача садĕнче спортсменсем волейболла, шашкăлла выляса ăмăртрĕç, пулас салтаксем автомата сỹтсе пуçтарассипе тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсем вара нихăшĕ те тимлĕхсĕр юлмарĕç, Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика