18 марта 2015 г.
ПУРНĂÇРА çакнашкал хире-хирĕçле ĕçсене час-часах курма, сăнама пулать: пĕрисем - тăрăшаççĕ, теприсем _ сăтăр тăваççĕ. Хăйĕн çулне кура мар хаçат редакцине Кĕçĕн Патăрьелĕнченех кăштăртатса çитнĕ кинемейĕн чун пăшăрханăвне те ăнланмалла. Хĕрарăм Хĕветĕр Çитта ячĕллĕ Пăла хĕрринчи урамра пурăнать-мĕн. Пĕччен карчамас анткартинче çеç мар, çурт таврашĕнче те нихăçан та хытхура ỹстермест. Пăла хĕрринчи вырăнсене те тирпейлесех тăрать. Анчах та çак кунсенче ватă карчамас тарăхнипе хăравçă преступника (çаплах калас килет) сассăр пăшалпа та пеме хатĕр пулнă-тăр. Алли йĕрне хăварман пуçтах юханшыв хĕррине пĕр михĕ вилнĕ чăх, çавăн чухлех кролик тушкисене, сысна çури пырса пăрахнă. Çуркуннехи хĕвел юра ирĕлтерсе пынă май, вĕсем пурте çиеле тухнă. Халь вара ăна камăн тасатмалла тата ăçта хумалла-ши? Акă мĕншĕн чăтаймасăр çул тытнă вăл калем ăстисен кантурне. Шанас килет, çакнашкал ыйтăва ял тăрăхĕ пикенсех татса пама пулăшĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)