28 февраля 2015 г.
ăван çĕр-шывăн аслă вăрçин ветеранĕ, Тăрăнта çуралса ỹснĕ Аркадий Никифорович Петров паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче мар, Лапсар поселокĕнче пурăнать. Апла пулин те Аслă çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн эпĕ шăпах паттăр салтак, хăюллă та пултаруллă командир пирки ентешĕсене паллаштарасшăн.
Аркадий Петров вăрçă пуçланиччен шкулта çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăнах колхозра ĕçлеме пикеннĕ. Каярах вара ашшĕпе пĕрле Кировобада кайса стройкăра вăй хурать. Вăрçă пуçлансан унтан таврăнать те Улатăр çывăхне окоп чавма каять, районти санэпидэмстанцинче дезинфекторта ĕçлет. Юлташĕсене фронта илсе кайма пикенсен вара А. Петров та военкомата çул тытать.
_ Унта эпĕ хам ирĕкпе медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухрăм. Анчах мана эсĕ строевой службăна юрăхлă мар, терĕç. Тепĕр тапхăртан каллех медкомисси тухрăм. Ун чухне вара хирĕçлемерĕç, 1942 çулхи майăн 7-мĕшĕнче мана та çара илчĕç,_ аса илет ветеран.
Хĕвеланăçнелле çитсен вĕсем тăшмансен бомбисемпе снарячĕсен тути-масине пĕрремĕш хут "тутанаççĕ". Малтанхи тапхăртах Аркадий Петровăн пултарулăхне кура ăна офицер пулма васкавлă вĕренме яраççĕ. Каярахпа взвод командирĕ туса хураççĕ. Ветеран каласа панă тăрăх, Курскпа Орел çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче хăйне шанса панă салтаксемпе, сержантсемпе пĕрле пайтах фашистсене шĕкĕлченĕ. Нимĕçсен "Тигр" ятлă танкĕсене хирĕç хăюллăн çапăçма лекет вĕсене.
Аркадий Никифорович çулĕпе вуннăмĕш теçеткере пырать пулин те çапăçусем пулнă вырăнсен ячĕсене, юлташĕсене лайăх ас тăвать-ха.
Архивра илнĕ документра А. Петров пирки çапла çырса палăртнă: "184-мĕш стрелковăй дивизин 294-мĕш стрелковăй полкĕнче 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çав çулхи августăн 23-мĕшĕччен Курск патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Взвод командирĕ А. Петров кĕçĕн лейтенант 1943 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче сылтăм пĕççине тата сулахай ура лаппине амантнă". Çапăçу хирĕнче выртса юлнă салтака темиçе кунтан сурансене сиплеме госпитале ăсатаççĕ. Çĕр-шыва фашистсенчен сыхлас ĕмĕчĕ салтакăн çакăнпа вĕçленет.
Сипленсе вăй илнĕ хыççăн ăна Тюменьри çар училищине вĕренме янă. Вăрçă чарăнсан вара Киев çар округĕнчи 20-мĕш дивизин 81-мĕш запаслă полкĕнче вăрçă хыççăн юлнă сирпĕнме пултаракан çар хатĕрĕсене тупса, пуçтарса вĕсене сиенсĕрлетеççĕ.
Çар ретĕнчен тухса Чăваш çĕр-шывне таврăнсан пултаруллă офицер Патăрьел, Комсомольски районĕсенче патшалăх пушар инспекцийĕнче вăй хурать, ĕçре лайăх енĕпе çеç палăрать.
А. Петров _ отставкăри подполковник. Унпа ентешĕсем тивĕçлипех мухтанпа, мăнаçланма пултараççĕ. Вăл обществăлла ĕçре те хастар, тăтăшах шкул коллективĕсенче пулса паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Паян Лапсар больници çывăхĕнчи "Хисеп аллейинчи" илемлĕ ỹсекен чăрăшсем те унăн тивлечĕпе кашлаççĕ.
Вениамин ИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)