14 февраля 2015 г.
Нумаях пулмасть эпĕ Афганистан çинчен юрă çыртăм. Çак хайлава райхаçата сĕнсе пăхасшăн. Икĕ уйăх каялла _ декабрь вĕçĕнче _ Совет çарĕн пĕр пайне Афганистана кĕртни (1979 ç, декабрь) 35 çул çитрĕ. Кун пирки декабрь вĕçĕнче "Радио России" каналпа "особое мнение" рубрикăпа ятарлă кăларăм пулнăччĕ. 1989 çулхи февраль уйăхĕнче пирĕн çарсене Афганистанран каялла илсе тухрĕç. Февралĕн 15-мĕшĕнче Сретени уявĕпе пĕр кунта _ Афган вăрçинче пуç хунă çар çыннисене асăнмалли кун. Февралĕн 14-мĕшĕ _ ваттисене асăнмалли кун (родительская суббота). Апла-тăк, Афганистанра пуç хунисене шăмат кунах асăнма юрать.
Хур кайăксем вĕçеççĕ кăнтăра,
Вĕсен сасси ман тунсăхлă чунра.
Тăван çĕр-шывăм манăн аякра,
Ывăлусем сан юнлă вăрçăра.
Хушса юрламалли:
Афганистан, Афганистан,
Аса килетĕн чун ыратнăран.
Афганистан, Афганистан,
Сан асапа манмастпăр нихăçан.
Вĕри тусан вĕçет, куçа кĕрет,
Кунран-кун вутлă çапăçу кĕрлет...
Çăвар типетчĕ шывсăр пуш хирте,
Юн тăкрăмăр такамшăн ют çĕрте.
Хушса юрламалли.
Асран тухмасть паян Афганистан,
Афган вăрçи аса килет ялан.
Кунта пуç хучĕç çамрăк салтаксем,
Çумри чи çывăх, хаклă юлташсем.
Л. ЛЯЛЬКИН. Тăрăн ялĕ.
(кĕввине редакцинче тупма пулать)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)