07 февраля 2015 г.
ТĂРĂНТА çуралса ỹснĕ Н. Алексеева Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан çичĕ çул каялла ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Пур енĕпе те пултаруллă чиперкке ЧПУн хими факультетне тата аспирантурине икĕ çул маларах вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ. Пултаруллă студентка наукăпа общество ĕçне хастар хутшăнса вĕренỹре пысăк çитĕнỹ тунăшăн виçĕ хутчен Чăваш Республикин, пĕр хутчен Раççей Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Мухтамалăх пур!
Темиçе кун каялла çеç вара Анастасия Алексеева Хусанти химипе технологи институтĕнче тĕрлĕ хуларан пухăннă профессор-химиксен умĕнче хими наукисен кандидачĕн хисеплĕ ятне ăнăçлă хỹтĕленĕ. Çакă уншăн çуралнă кун умĕнхи пы-ы-сăк парне вырăннех пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)