19 ноября 2014 г.
Эпир тĕл пулас текен çын, Тăрăн ялĕнче пурăнакан Петр Думилин, килĕнче çукчĕ. Пăшăрханса каялла кайма тухрăмăр çеç, çул çинче велосипед утланнă кил хуçи вĕçтерсе килнине куртăмăр. Хамăр мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен: "Ун пек хисепе тивĕç çынах-ши эпĕ?" _ тесе именчĕклĕн сăмах хускатрĕ. Çуралма Петр Павлович 1949 çулта июнĕн 19-мĕшĕнче Тăрăн ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ялти шкулăн сакăр классне пĕтернĕ хыççăн районти ЭТУСа монтер пулса вырнаçать. Нумаях та ĕçлеймест, ăна çара илсе каяççĕ. Арçын тивĕçне вăл Вăтам Азинчи Çар округĕнче пограничник пулса пурнăçлать. Унтан таврăннă хыççăн 1972 çулта ăна районти "Путь Ленина" колхозра бригадир пулма сĕнеççĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшса вăй хурать. "Виçĕ хутчен улшăнчĕ колхоз ячĕ, "Батыревский" совхозра, "Була" хуçалăхра та ĕçлесе куртăм", _ тет Петр Павлович. Кашни пуçлăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ, ỹркенмен. Çуллахи вăхăтра ирхине тăватă сехетрех ура çинче пулнă. Наряд хыççăнах ял тавра, касран-каса çỹренĕ, çынсене ĕçе йыхравланă, ватти-вĕттипе калаçнă, шỹтленĕ. Ĕç кăтартăвĕ яланах пысăк пулнă. Пуху-канашлура унăн хушаматне тăтăшах ырăпа аса илнĕ, ĕçтешĕсене унран тĕслĕх илме сĕннĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл Чăваш Республикин "Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Петр Павлович питĕ ĕçчен çын пулнине кил хушшине кĕрсенех курма пулать. Садĕнче виçĕ сортлă иçĕм çырлин плантацийĕ, тĕрлĕ пан улми йывăççи, хăмла, çĕр çырлисем, хĕрлĕ, хура, шурă хурлăхан тĕмĕсем. Мăшăрĕ Людмила Дмитриевна та тирпейлĕ те ĕçчен хĕрарăм пулни куç кĕрет. Вăл та хастар колхозница, бригадăра ĕçлесе пенсине кайнă. Хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ Думилинсем. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ. Алиса хĕрĕ _ сутуçăра вăй хурать, ывăлĕ Витя _ газовик, çемйипе тĕп килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. "Пирĕн пуянлăх _ мăнуксем пурри. Хамăн ачасем ỹснĕ чухне вĕсене юратма та пĕлмен, пушă вăхăчĕ те сахал пулнă. Халь мăнуксене чунтан юрататăп, вĕсем лайăх пурăнччăр тесе тăрăшатпăр", _ тет Петр Павлович. Улттăн ăна асатте, кукаçи текенсем. Хăй те нумай ачаллă çемьере ỹссе çитĕннĕ, сакăр пĕр тăван пулнă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ ачисене çамрăклах ĕç патне туртăнма хăнăхтарнă. Çавăнпах пуль ĕнтĕ халĕ те ĕçсĕр пурăнаймасть Петр Павлович. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх: кролик, хур-кăвакал, ĕне, 2 вăкăр, 2 лаша усраççĕ. Хăй вăхăтĕнче нутри те ĕрчетсе янă пулнă. "Эпир вĕсене пуяссишĕн мар, чун-чĕре хушнипе усратпăр. Вĕсемпе çынсемпе калаçнă пекех калаçатпăр, ачашлатпăр. Хăйсем те ачашланма юратаççĕ, çын тейĕн", _ тет ăратлă кроликне алла илнĕ май шурсухал. Нумай пулмасть Петр Павлович утмăл пилĕк çулхи юбилейне паллă тунă. Анчах та вăл хăйĕн яштака кĕлеткине Пăла шывĕ хĕрринче ỹсекен хăва пекех тỹрĕ тытать, хусканăвĕсем вăр-вар та çирĕп, утти хăш-пĕр çамрăка ăмсантармалли _ çăмăл та тикĕс. Çакăн вăрттăнлăхне каламасăрах тупрăмăр. Нихăçан та пирус турман, ăш-чикне никотинпа вараламан тата эрех-сăрапа та иртĕнмен. Тата тепĕр сăлтавĕ _ уçă сывлăшра нумайрах пулни. Çут çанталăка юратать, йывăç лартса ỹстерет вăл. Тăрăнсем ял вĕçĕнче Петр Павлович пуçарнипе 21 гектар вăрман çитĕнтернĕ. Ытларах хыр йывăççисем ỹсеççĕ. 1972 çултанпа кашни çулах вĕсен йышне хушса, çĕнетсе пыраканĕ вара _ Петр Павлович. Хăрнă е чирлĕ йывăçсенчен те хăйех тасатать. Малтанласа хунавсене районти сельлесхозран илнĕ пулнă, каярахпа вара Шăмăршăран, Йĕпреçрен, Чĕмпĕртен илсе килнĕ. Халăх кунта канма кăмăллать, таврари ялсенчен те килеççĕ. Пĕрин çуралнă кунĕ, тепри туй е юбилей паллă тăвать, шкул ачисем юлашки шăнкăрав кун класĕпех пуçтарăнни те пулать. Ятарласа сĕтелпе сак, шашлăк пĕçермелли вырăн тунă, кунтах çăл та чавнă. "Халăх канма пĕлни аван, куншăн савăнмалла кăна, çавăншăн тăрăшатпăр-çке, анчах та хăйсен хыççăн çỹп-çап хăваракансене вăрçас килет. Пушă савăт-сапа, кĕленчесем выртни тарăхтарать мана", _ терĕ Петр Павлович вăрманпа паллаштарнă чухне. Кỹрши-арши те, ял çыннисем те хисеплеççĕ ăна. Ырă чун патне ырри те туртăнать тенĕ. Вăл паян та йĕнĕрленĕ ут вырăнĕнчех. Ĕлĕкхи пултарулăхне кура ăна ял старости пулма шаннă. Чылай çул туртать вăл çăмăлах мар тиеве. Ĕçе ячĕшĕн те, мухтавшăн та тума хăнăхманскер, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет. Акă ял халăхĕн çĕр пайĕсене йĕркене кĕртме нумай тăрăшнă. Хут ĕçĕпе икĕ çул тĕрлĕ организацине çит-нĕ. Ку ĕç, паллах, çăмăл мар, ялта пĕр çын вилет-и, е куçса каять _ документсене çĕнĕрен хатĕрлемелле. Çапах староста çак ĕçе вĕçне çитернех. Петр Павлович районти Чернобылецсен Канашĕн председателĕ те. Хăй те 3-мĕш ушкăн инваличĕ, 3 уйăх атом электростанцине тунă çĕрте вăй хунă. Ра-йонта малтан 17-ĕн пулнă пулсан, халĕ вĕсем 8-ăн анчах. Йыш чакса пыни те те пăшăрхантарать Петр Павловича. Пуриншĕн те тăрăшать, пуриншĕн те пăшăрханать ял старости. Май килнĕ таран кирек кама та пулăшакан çын вăл. "Петр Павлович _ манăн сылтăм алă. Ун пек çынсем ытларах пулсан пирĕн ял тăрăхĕ пур енĕпе те малтисен йышĕнче пулмалла", _ терĕ Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев тĕл пулура. Н. МАЗЯКОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)