15 октября 2014 г.
Анне ирех тăнă та кăмака патĕнче кăштăртатать. Эпир _ икĕ тете, аппа вăраннă, часах шкула каймалла. Мĕн кăна тума ĕлкĕрмеççĕ-çке çак вăхăтчен те ял хĕрарăмĕсем. Вĕсен ачисене те пăхмалла, кил-çурт таврашне те тирпейлĕ тытмалла, выльăх-чĕрлĕх патне те тухмалла.
Хĕрарăм _ шанăçлăх çăл куçĕ,
пурнăçри телей çути,
унăн ăшшипе çемье хевтеллĕ.
Мăшăрĕшĕн вăл тĕрек.
Хĕрарăмăн çỹçĕ вăрăм
Ăсĕ кĕске,_ тетчĕç.
Уншăн çут тĕнче курмашкăн
Мĕне кирлĕ?_ тетчĕç,_ çак сăвă йĕркисем иртнĕ ХХ-мĕш ĕмĕрте çуралнă, кăвар чĕреллĕ, сăвăç Çеçпĕл Мишши Украинăра йывăр чиртен сипленнĕ вăхăтра çырăннă. Халĕ çак çĕр-шывра вăрçă алхасать. Çакă ял хĕрарăмĕсене чунтан пăшăрхантарать.
Хĕрарăмсем тĕрлĕ сферăра арçынсемпе тан ĕçлеççĕ. Автомобиле "çăварлăхламалла", политик, тухтăр, строитель, учитель... Этемлĕхĕн черчен çуррийĕн тĕп тивĕçĕ _ ача çуратса воспитани парса ỹстересси тата. Хĕрарăм ăнăçулăхне унăн çемйи, ачи-пăчисене кура хаклаççĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, кашни иккĕмĕш çемье арканать _ çакăн сăлтавĕ _ эрех (41 процент), харпăр хăй кĕтесĕ çукки (26 процент), ашшĕ-амăш çамрăксем хушшине кĕни (14 процент), ача çуратайманни (8 процент), чылай вăхăт уйрăм пурăнни (8 процент).
Иртнĕ юнлă вăрçă хирне пирĕн ялтан 205 арçын тухса кайнă, 110-шĕ каялла килĕсене таврăнайман. Пирĕн кỹршĕ Таçук аппан упăшкипе ачи те вĕсен шутĕнче. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши ялти хĕрарăмсем хăйсен упăшкисемпе ачисемшĕн, савнийĕсемшĕн.
Çăмăл пулман вăл вăхăтри ачасен пурнăçĕ. Пĕчĕккĕллех тырă вырнă, кĕлте çыхнă, авăн çапнă, вир çумланă. Хĕр ачасен аллинчен йĕппе çип кайман, пир вырăнĕнче пилĕк ыратиччен ĕçленĕ, фронтри салтаксем валли нуски, алса çыхнă, çуркунне крахмал пуçтарнă.
Çакăнта хамăр ял Л. Лялькин çырнă сăвă йĕркисене илсе кăтартни вырăнлă пулĕ тетĕп:
Канса курман асаннесем,
Ĕçре тар тăкнă аннесем,
Вăрман тỹнтернĕ аппасем
_ Куллен тылра вăй хунисем.
Вăрçă ачисем ашшĕ-амăшĕн ăшшине туйса ỹсеймерĕç, çамрăклăх мĕнне пĕлеймерĕç.
Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче халăх хуçалăхне уралантарнă чухне ырми-канми ĕçленĕ пулсан та пенсийĕсем пĕчĕк. Вăрçă ачисем ялта та, хулара та нумаях юлман.
В. ПЕТРОВ. Тăрăн ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)