Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетме _ "Нацисен кросĕ"

24 сентября 2014 г.

Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ-2014" чупупа килĕшỹллĕн район центрĕнчи "Паттăр" стадиона Тăрăн тата Патăрьел ял тăрăхĕсенче пурăнакан чунĕпе спорта парăннă çынсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Предприяти-организаци ĕçченĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсене çỹрекенсем те айккине юлмарĕç унтан. Уява район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М. Калмыков, "Паттăр" спорт шкул директорĕ А. Краснов тата Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михеев уçрĕç.

Старта 1000 çын ытла тăчĕ пулин те пьедесталăн пĕрремĕш пусăмĕ çине Н. Федоров, И. Терентьева, А. Цветков, С. Муськина, Д. Галкин, А. Никифорова, И. Богданов, М. Кальметова, В. Прохоров, С. Быкова, Н. Дергунов, Н. Огурцова, ветерансенчен В. Салмин, хĕрарăмсенчен О. Каллина, арçынсенчен А. Ситов хăпарчĕç. "Чи çамрăк чупуçă" номинацие тĕп ача сачĕн воспитанникĕ иккĕри Е. Торговцева тивĕç пулчĕ. Чи асли вара Туçари 76ри В. Салмин.

Çак кун 17 ял тăрăхĕнче "Нацисен кросĕ" иртрĕ. Унта 3817 спортсмен е çăмăл атлет хутшăнчĕ. (Хамăр корр.).

х х х

"Нацисен кросĕ" Раççей Федераци территорийĕнче чи нумай çынна явăçтаракан анлă спорт мероприятийĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ çулран-çул ỹссе пырать. Ку хутĕнче те Алманчăра йышлăн хутшăнчĕç унта. Мероприятие шкул директорĕ М. Горбунова тата ял тăрăхĕн специалисчĕ И. Карсакова уçрĕç. Массăллă чупăва шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. 1-4 классенчен 400 метрлă дистанцие Н. Лукьяновапа Ф. Киргизов çăмăллăн парăнтарчĕç. Аслăрах классенчен 500 метра чупса М. Егорова, пĕр çухрăма _ А. Долговпа А. Алексеева, унран вăрăмрах дистанцие А. Петров, Л. Хадарова, И. Леонтьев çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Н. НИКИТИНА.

х х х

Çĕньялсемшĕн "Нацисен кросĕ" вăтам шкул стадионĕнче иртрĕ. Унта хутшăнакансене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю. Самарин, вĕренỹ çурчĕн ертỹçи М. Мадюкова, физкультура учителĕ В. Ершов саламларĕç.

Старта малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăчĕç. Аслăраххисен дистанцийĕ вăрăмрах пулчĕ. Финиша малтан кĕнисем дипломсене тивĕçрĕç. В. Кузнецова, С. Тимофеева, Д. Тямин, В. Пирусова, Д. Нестеров, И. Бобров, Н. Ухварина ыттисене тĕслĕх кăтартрĕç. Сывă пурнăç йĕркине ырлакансем хушшинче культура ĕçченĕсемпе аслисем те пулчĕç.

М. ИЛЬИНА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика