Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса çул – шанчăклă çул

23 января 2013 г.

 

 

 

 

 

 

 

 

Лапка-лапка юр çăвать. Çанталăк ытармалла мар хитре. Анчах республикăри “Чăвашавтодор” пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленинче тăрăшакансен çак илемпе киленме вăхăт сахалтарах. Çынсем ĕçе кайма кăна пуçтарăннă пулсан, вĕсем районти тата кÿршĕ Комсомольски, Елчĕк тăрăхĕсенчи çулсене тасатса килеççĕ. Талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те трассăна кĕрт хÿсе лартма пултарассине шута илсе кунта дежурство йĕркеленĕ. Çавна май ирхи рейса тухакан тата шкул ачисене турттаракан автобуссем палăртнă вырăна вăхăтра çитчĕр тесе çур çĕр иртсенех хăватлă техникăна хускатаççĕ. Юра хырнипе пĕрлех пăрлă лаптăксене тÿрех хăйăрпа тăвар хутăшне те сапаççĕ. Сăмах май, ăна кĕркуннех 4,5 пин тонна янтăланă.

– Ĕç калăпăшĕ пирĕн, маларахри çулсемпе танлаштарсан, ÿснĕ. Халĕ эпир пурĕ 330 çухрăм çула пăхса тăратпăр. Трассăна тасатса тирпейлеме 16 техника хутшăнать. Пĕлтĕр пилĕк КамАЗ туяннăччĕ. Иккĕшне тÿрех юр хыракан тата хăйăрпа тăвар хутăшне сапакан хатĕрсене вырнаçтартăмăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен татăк тăрса курман. Паяна 10 тонна топливо тата 3 тонна бензин пур, – тет управлени ертÿçи Валерий Петрович Рубцов.

Кĕперсем çинчи тротуарсене, чарăнусен умĕсене ятарлă машинăсемпе тасатма май çук. Кун пек çĕрте юра рабочисем хăйсем хыраççĕ.

Хĕле кĕнĕ пулсан та республикăра çул тума пăрахман. Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленинче тăрăшакан пĕр ушкăнне тата техникăна Канаш районĕнче, Çĕмĕрлере курма пулать.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика