Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ялсенче пуш çуртсен шучĕ ỹссе пыни шухăшлаттарать"

06 сентября 2014 г.

 _ терĕ Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К.Ф. Михеев тĕл пулу вăхăтĕнче. Виçĕ яла пĕрлештерекен ял тăрăхĕнчи 665 хуçалăхра 2011 çын пурăнать. Вĕсенче _ 31 пушă çурт. Чăнах та, ку пулăм пуçа хыçтаратех.

Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел тата Треньел ялĕсем райцентрпа юнашар вырнаçнă пулсан та яла юлса тĕпленекенсен йышĕ чакса пыни туйăнать. "Çамрăк çемье" программăпа усă куракансем асаттесен çĕрĕ çинче тĕпленсе çурт лартас тĕллевпе мар, хуласенче хваттер илессишĕн тăрăшни те пăшăрхантарать ял тăрăх пуçлăхне. Сăмах май каласан, кăçал çак тăрăхра пĕр çамрăк çемье çеç пỹрт хăпартнă. Унччен виçĕ ялта шкул пулнă, халĕ вĕсене хупнă хыççăн чылай вĕренекен 9 класс хыççăн хулана тĕрлĕ техникумпа училищĕне вĕренме вырнаçать.

Тăрăн ял тăрăх территорийĕнче - 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, 3 культура çурчĕпе 2 тĕслĕхлĕ библиотека, 7 магазин, 3 ача сачĕ, "Олимп" физкультурăпа спорт комплексĕ, "Чувашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленийĕ, "Исток" çĕр ĕç фирми, "Южная" электросеть подстанцийĕ вырнаçнă.

Ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне улттăмĕш çул Константин Федорович Михеев йĕркелесе пырать. Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕскере çынсем питĕ аван пĕлеççĕ, хăй те кунти ватти-вĕттине паллать.

Константин Федоровичпа калаçнă май, уншăн поселенинчи ялсен социаллă ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулни палăрчĕ. Çакна тĕпе хурса администраци ял халăхне "Çамрăк çемье", "Нумай ачаллă çемье", "Çамрăк специалист", "Килти хушма хуçалăха аталантармалли" программăсемпе усă курма кирлĕ хутсем пухас ĕçре пулăшать. Хальлĕхе 15 çемье "Ял пурнăçне тăнăçлă аталантарас", 13-ĕн "Çамрăк çемье" программăсемпе усă курассишĕн черетре тăраççĕ. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен пĕри "Çамрăк специалист" программăпа çурт-йĕр çавăрма субсиди илнĕ, кăçал тата тепĕр ĕçчен валли кирлĕ хутсем хатĕрленĕ.

Ял сăн-сăпачĕ илемлĕ те таса пултăр, халăх пуян та тулăх пурнăçпа пурăнтăр тесе тăрăшни куç кĕрет. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса памалла чухне ял тăрăхĕн депутачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. 11-рĕн вĕсем. Кашни депутат хăйсен территорийĕнче иртекен ĕçсемшĕн яваплăхне туйса тăрать. Пĕри пуçарнă ĕçе тепри хутшăнса пулăшать. Акă, кăçал вĕсен йышăнăвĕпе районти "Полигон" организацийĕпе çỹп-çапа çирĕп йĕркепе вăхăтра турттарса тăма килĕшỹ тунă.

Ял çыннисем эрне хушшинче пухăннă типĕ каяша михĕсемпе полигона ăсатаççĕ. Çавна май ялсенчи тăкăрлăксемпе урамсем тĕрлĕ таса марлăхран хăтăлса пыраççĕ. Ял тăрăхĕн бюджетне кĕрекен укçана ăçта, мĕнле тĕллевпе усă курассине пухусенче сỹтсе яваççĕ. Кун çинчен Тăрăн, Кĕçĕн Патăрьел, Треньел ял старостисем халăх умĕнче отчетсем туса пĕлтереççĕ. П. Думилинпа В. Марков старостăсем халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан çынсем. Вĕсем пур мероприятие те хастар хутшăнаççĕ.

Вырăнти влаç органĕн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Тавралăх тирпейлĕхĕпе тасалăхне, ваттисене, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене пулăшу парассине йĕркелесе тăрас ĕçре поселени специалисчĕсем _ Надежда Александровапа Надежда Тихонова _ пуçаруллă. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнчи кашни çемьене ал тупанĕ çинчи пек пĕлсе, курса тăраççĕ. Урамсене хитре те куçа илĕртекен çеçкесемпе илемлетессишĕн ăнтăлаççĕ. Шел пулин те, хальлĕхе ку ĕç пур çĕрте те пурнăçлансах пыраймасть. Тăрăн тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи урамсенче çỹрекен сурăх-качака, хур-кăвакал лартнă чечексене тăпăлтарсах тăраççĕ. Треньел ялĕ пирки апла калаймăн, кунта çак йĕркелĕхе çирĕп пăхăнни сисĕнет. Çуртсен умĕнче вут-шанкă, стройматериалсен куписем те курăнмаççĕ. Треньел кỹлли кăна хăй мĕне тăрать. Атăл пек выртакан шыв хăй илемĕпе савăнтарать. Кунта халăх тĕрлĕ уяв, çуралнă кун ирттерме, çемьепе канма кăмăллать. Çыран хĕррисене тасатса тирпейлесех тăраççĕ. Ял хастарĕсен пуçарăвĕпе, Анатолий Быков йĕркеленипе кăçал кỹлле 400 кг вĕтĕ пулă янă. Ку ĕç, паллах, укçа-тенкĕпе çыхăнмасăр пулмасть, хастарсем хăйсен кĕсйинчен те кăларнă.

Масарсене кирлĕ пек тасалăхра тытса, сăваплă вырăна пăхса тăрассине те кашни ялтах йĕркене кĕртнĕ. Субботниксем ирттерсе йывăçсем, тĕм-хунавсем лартаççĕ. Ку ĕçре уйрăм çынсен те хастарлăхĕ пысăк. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи çĕнĕ урамра кăçал кăна _ 110, ял тăрăхĕпе вара пурĕ 300-е яхăн йывăç лартнă.

Пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕтĕм услови пур. Спорта юратакансем "Олимп" физкультурăпа спорт комплексне çỹреççĕ, тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ. Ку тăрăхра халăх ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлет. Кашни ялăн хăйĕн уявĕ пур. Сăмахран, Тăрăнта ял уявне Тихвински праçникĕнче, Треньелсем вара май уйăхĕн юлашки канмалли кунĕнче ирттереççĕ. Массăллă мероприятисене 7 культура ĕçченĕ йĕркелесе пырать. Икĕ пултарулăх ушкăнĕ ĕçлет. Анна Шуряшкина ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ ĕлĕкхи йăла-йĕркесене тытса пырса ял халăхĕ умне кăларать. "Савăнăç" пултарулăх ушкăнĕ (ертỹçи Владимир Семенов) хальхи вăхăтри юрă-ташăпа савăнтарать.

Тăрăн ял тăрăх администрацийĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Тĕп тĕллев - халăх пурнăçне лайăхлатасси" темăпа ирттернĕ пресс-конференцинче асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртме тăрăшни куç умĕнче.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика