Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тутлç апатпа сçйлать

09 августа 2014 г.

Столовăй тахçанах пушаннă. Ĕç кунĕ вĕçленсе пынăран апата кĕрекенсем çукпа пĕрех. Апла пулин те поварсем тата вĕсене пулăшакансем килĕсене кайма васкамаççĕ. Ыран кунта туй иртмелле, çавна май ĕçлемелли çителĕклех: салфеткăсене тирпейлесе хумалла, менюна çĕнĕрен пăхса тухмалла... Халь килсенче ĕçкĕ-çикĕ ирттерме пăрахса пыратпăр çав. Патăрьелĕнчи "Юность" столовăйĕнче те кашни канмалли кунах мĕнле те пулин мероприяти иртет. Çамрăксен ашшĕ-амăшĕ е хăйсемех уйăх е тата маларах та заказ параççĕ. Килекенсене Т. Кальметова аслă повар ăшшăн йышăнать, сĕтеле мĕнле апат-çимĕçпе тултарассине пĕрле тĕплĕн сỹтсе явать. Хăнасен кăмăлне тивĕçтересси вара пĕрре те çăмăл мар. Савăнăçлă мероприятисем йĕркелесех тăраççĕ пулсан та Татьяна Николаевна кашнинче уяв епле иртсе каясси пирки пăшăрханать. Коллектива тутлă апатшăн тав туса хăварсан тин лăпланать. Повар ĕçĕ çăмăл мар пулсан та хăй çак профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнмест.

Тăрăн хĕрĕ аллине аттестат илнĕ хыççăн ăçта вĕренме каясси пирки нумай пуç ватман. Юлташ хĕрĕпе иккĕшĕ те апат патĕнче ĕçлеме юратнăран повар ăсталăхне алла илме тĕллев лартнă. Аслисен пилĕпех тĕп хуламăра, кулинари училищине çул тытнă. Техĕмлĕ яшка, чĕлхене çăтса ямалла кукăльсем пĕçерме хăнăхнă. Мĕн вĕреннине Шупашкарти агрегат заводĕнчи столовăйĕнче иртнĕ практикăра çирĕплетнĕ. Маттур хĕре кунти аслă повар часах асăрханă. Диплом илсенех хăйсем патне ĕçлеме килме ыйтнă. Ĕмĕчĕсемпе çунатлă пике пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Коллектив та çамрăка хапăлласах йышăннă: пĕлменнине вĕ-рентнĕ, професси вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

_ Кунне 100 çын ытла апат çиетчĕ. Мана иккĕмĕш блюдо пама шанчĕç. Çакăнтах малалла ĕçлес шухăшпа вырнаçнăччĕ, анчах шăпа каялла тăван тăрăха илсе килчĕ. Уншăн эпĕ пĕрре те ỹкĕнместĕп. Яла килсен те икĕ алла усса çеç çỹремерĕм. Малтанласа "Исток" хуçалăхăн столовăйĕнче тăрăшрăм, каярах вара "Пельменный", "Дружба" апатлантару учрежденийĕсенче вăй хутăм. 2010 çултанпа "Юность" столовăйĕнче ĕçлетĕп. Йывăрлăхсем хăть ăçта та пур, вĕсене коллективпа пĕр сăмахра тăрăшсан çĕнтерме пулать, _ тет Т. Кальметова.

Татьяна Николаевна хăйĕн опытне çамрăксемпе те пайлать. Практикăна килекенсене амăшĕ вырăнне пулса тутлă апат пĕçерме вĕрентет, столовăйне килекенсен кăмăлне тупма хăнăхтарать.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика