02 августа 2014 г.
Тăван ял… Çул хĕррипе ỹсекен çỹллĕ тирексемпе яштака хурăнсем килен-каяна ырă сунса кĕтсе илеççĕ. Лаштра йывăçсен хушшинче вырнаçнă шап-шурă çурт аякранах курăнса ларать. Кунта çитме асфальт сарнă. Икĕ хутлă çурт умне çитсен чĕре кăртах сиксе илчĕ. Паян эпĕ атте-анне çумĕнче...
Вĕренме тухса кайни те тăватă çул çитрĕ, час-часах тăван киле килсе çỹрейменни атте-аннене кỹрентерет пекех туйăнать.
Пысăках мар Треньел ялĕнче Юмановсен çемйи хисепре те чысра. Анне пирĕн кил ăшшине тытса пыраканĕ. Атте - çемье тĕрекĕ. Кил хуçине Алексей Иванович Юманов тесе чĕнеççĕ. Эпĕ хамăн аттепе мухтанатăп та, мăнаçланатăп та. Турă ар-çынна еплерех курасшăн пулнă - çав енсем пĕ-тĕмпех пур манăн аттере: ĕçчен, тăрăшуллă, вăй-халлă, типтерлĕ, шанчăклă, ырă кăмăллă, тỹрĕ чунлă. Калаçăвĕ, тыткаларăшĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-ĕмĕчĕ, ăсĕ-тăнĕ - пурте мухтава тивĕçлĕ. Çурт-йĕр йeркелес енĕпе пысăк специалист. Ун патне нумай çын тĕрлĕ ыйтупа килет, вĕсен валли аттен яланах хурав пур.
Анне, Антонина Алексеевна Юманова, мĕн çамрăклах суту-илỹ енĕпе ĕçленĕ. Анне, эсĕ пирĕн-шĕн пурнăç пуçламăшĕ, кун-çул никĕсĕ, унăн вĕçсĕр тĕрекĕ. Санăн çепĕç аллу, санăн ырă кăмăлу ылтăнран та хаклăрах.
Аттепе анне мана садике илме пыни халĕ те асрах. Аннене е аттене курсанах эпĕ ун патне ыткăнаттăм, вăл хăйĕн чун тĕпренчĕкне ыталаса çу-пăрлатчĕ, пит çăмртинчен чуп тăватчĕ, çурăмран лăпкатчĕ, пуçран ачашлатчĕ…Тепĕр чух çỹле-çỹле çĕклетчĕ те пĕчĕк чунăм темле шанчаклă туйăмпа хăпартланса каятчĕ. Аттепе анне мана пурнăçра тĕрĕс хурав шыраса тупма пулăшаççĕ. Вĕсен ячĕпе тем тĕрлĕ ырă-кăмăллă сăмахсем калас килет манăн. Кашни ỹсĕмшĕн, пултарулăхшăн чунтан савăннă, мана татах та ăслăрах тăвасшăн çуннă вĕсем. Халĕ çак икĕ хутлă çурта тăван ывăлпа хĕрсĕр пуçне тата икĕ мăнук килсе çỹреççĕ. Вĕсем аслашшĕпе асламăшне чунтан-чĕререн юратаççĕ.
Атте-анне пурри - телей. Атте-анне пурри - ăраскал. Пире çуратса ỹстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук.
Анне… Аннеçĕм… Чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителексĕр пулĕç сана тав тума. Кун çути кăтартнăшăн, чунна парса ỹстернĕшĕн ачусем сан умра ĕмĕр-ĕмĕр парăмра.
Атте… Тĕнчери мĕн пур ыррине сунатăп сана - чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмаллла пултăр. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çынсем умĕнче пуçăма таятăп.
Атте -анне çумра пултăр, эпир вара вĕсене кулленех савăнтарса, хисеплесе, юратса пурăнар.
К. ЮМАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)